11 апреля 2015 г.
1961 çул. Саратоври радиоклуб пире çыхăну тытма пĕлнине тĕрĕслесе тивĕçлĕ разряд парать. Çар чаçĕнче тĕрĕслев хыççăн тĕрĕслев пырать. Мана 1-мĕш класлă, 1-мĕш разрядлă радиотелеграфист радиоспециалист ятне пачĕç. Инçете вĕçекен чи хăватлă авиацин дивизинче тăракан радиотелеграфист шучĕпе комсомолецсен Çар округĕнчи конференцине кайма делегата суйларĕç. Пирĕн, ятарласа суйласа илнĕ специалистсен, Н.Хрущева аякри Кубăна ТУ-16 самолетпа вĕçмешкĕн радиоçыхăнупа тивĕçтермелле.
1960 çулхи февральте космонавтсен ушкăнне летчик-истребительсенчен пуçтарнă. «Нуль шайлă космонавтсем» тĕрĕслев вăхăтĕнче иккĕшĕ вилнĕ. Виççĕшĕ халĕ те пурăнаççĕ. Вĕсене темшĕн вĕçтермен. 1960 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Свердловск çывăхĕнче пирĕн ракетчиксем Америкăн У-2 самолетне персе антарчĕç. Çĕршывра ракетăллă çарсем хăватлăн аталаннине пĕлтĕмĕр.
1961 çулхи мартăн юлашки вунăкунлăхĕ. Уяр та ăшă çанталăк тăрать. Ротăри çар отличникĕсем, комсомолецсем А.Кладовиков командиртан йĕлтĕрпе чупма тухмашкăн ирĕк илнĕ. Казармăран пĕр 10–15 çухрăмра вырнаçнă Энгельс совхозĕнчи ĕне выльăх комплексне çул тытрăмăр. Ушкăн пуçлăхĕ пулма мана шаннăччĕ. Комплексра хамăра хушнă ĕçе пурнăçласа хăвăртрах таврăнас терĕмĕр. Сисмен те, çур çултан темшĕн юра кăвак тĕс çапнине асăрхарăмăр. Хĕвеле тем хупласа пырать. Кун çĕрлехипе пĕрех тĕттĕмленсе ларчĕ. Сарă Ту таврашĕнче шартлама сивĕпе пĕрле кутсăр-пуçсăр çил-тăман хуçаланать. Çавраçил пире сывлăша çĕклесшĕн. Пĕр çĕре чăмăртанса ăшăнатпăр. Хĕвеле «вăкăр çинине» çапла тÿссе ирттертĕмĕр. Кĕçех мана çĕнĕ радиостанцине куçарчĕç. Маншăн ку кĕтмен телей пек çаврăнса тухрĕ. Каярахпа çавна пулах Ю.Гагарин космонавтпа çыхăну тытма тиврĕ.
Тепĕр икĕ кунтан мана тăватă радиостанцие харăсах ĕçе кĕртме приказ пачĕç. Çирĕм кун иртрĕ «Иван Иванча» Çĕр çине Воткинск хули çывăхĕнче антарса лартнăранпа. Ку хушăра М-3, ТУ-95 самолетсем тăтăшах вĕçсе тăчĕç.
Апрелĕн 12-мĕшĕ. Аэродромран пĕр самолет та вĕçсе хăпармарĕ. Ирпе ирех вăранса кайрăм. Ăшра темле хаваслăх, савăнăç тапса тăрать. Радиостанцисене 09, 019 – 17.015 – 20.006 тата 27.017 мегагерцлĕ частотасем çине лартсан ăнлантăм: «Каллех темле тава тивĕçлĕ вĕçев пулать...» Пĕтĕм шухăш – çак вĕçев пирки.
Апрелĕн 12-мĕшĕ. Юнкун. 11 сехет иртнĕ тĕлте каллех çĕнĕ приказ. Космонавта çĕр çине анса ларма çыхăнупа эпир ăнăçлă тивĕçтернĕ. Космос карапĕ çĕр чăмăрĕ тавра 108 минут, 327 çухрăм çÿлерехре тата çеккунтра 28 километр хăвăртлăхпа вĕçнĕ. «Çĕр – Космос», «Космос – Çĕр» рекордсем тунăшăн Юрий Алексеевич Гагарина Гиннес кĕнекине кĕртрĕç. 300 пин долларпа (200 пин тенкĕпе) чысларĕç.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче, Шупашкарта кашни çулах пулатăп. Пĕлтĕр Андриян вĕçнĕ кунхине те, августăн 11-мĕшĕнче, унăн палăкĕ умне чечексем хунă çĕре хутшăнтăм.
Вл.СКВОРЦОВ,
«Иван Иванча» тата Юрий Гагаринпа Герман Титов космонавтсене çыхăнупа тивĕçтернĕ радиотелеграфист.
Мăньял Хапăс.