11 апреля 2015 г.
Чăннипех çапла калама пулать шкул ачисем хушшинче иртнĕ юрă-ташă фестивалĕн номерĕсем пирки. «Сывă пултăр ачалăх!» – Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕнхи патриотизм туйăмĕпе тулнă черетлĕ уяв пулчĕ. Районти культура çуртне пухăннă кашни вĕренекен çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн иксĕлми паттăрлăхне сума суни сисĕнчĕ.
Сцена çине тухнă номерсем совет халăхĕн вăрçăри хăюлăхĕпе пĕрлĕхне туйма-аса илме май пачĕç. Нумай шкул ушкăнĕн кăкăрĕсем çинче – Георги лентисем, теприсем – гимнастеркăпа, виççĕмĕшсем – çĕнтерÿçĕсен тапхăрĕнчи тумтирпе... «Ачасенчен хĕвеле туртса ан илĕр...» шăрантарчĕç Кÿстÿмĕр шкулĕнче вĕренекенсем. Шĕнер-ишексем Герой-хуласен мăнаçлăхне аса илтерчĕç, ярмушкасем вальс çаврăмĕнче килентерчĕç... – 50 ытла номере шкул ачисем йăлтах вăрçă ветеранĕсене халалларĕç.
Фестивале йĕркелекенсем йăлтах тимлĕхе илнĕ – фронтра пуç хунисене шăп тăрса асăнчĕç, официаллă сăпатсем халал сăмахĕсем каларĕç.
– Эпир Çĕнтерĕве çапăçура, тылра туптанисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма тивĕç. Паянхи ăру çĕршыв историне, унăн паттăрĕсене пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Паттăрлăх туйăмĕ ăруран ăрăва куçтăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров Аслă Çĕнтерÿре вăрнарсен те тÿпи пысăк пулнине палăртса.
– Эпир мирлĕ вăхăтра ÿснĕ. Пирĕншĕн вăрçă – истори. Ун хăрушлăхне эпир киносем, кĕнекесем урлă куç умне кăларатпăр. Анчах та вăл мĕнле çухатупа, мĕнле вăйпа туптаннине аван пĕлетпĕр, – терĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Елена Карпова.
Фестиваль кăçалхи сумлă пулăмсене пĕрлештерчĕ. Аслă Çĕнтерÿ кĕввисĕр пуçне унта Литература çулталăкĕн сĕмĕ те вăйлах палăрчĕ. Совет тата вырăс поэчĕсен сăвви-юрри юхрĕ. Вĕсем вăрçă, Çĕнтерÿ çинчен кăна мар, туслăх, юрату, пĕр-пĕрне пулăшасси пирки каларĕç...
Чи лайăх номерсене сумлă жюри палăртрĕ. Вăл шутра хамăр ентеш, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Воюцкая та пулчĕ. Ятарлă гран-прие Вăрманкасри шкулта вĕренекенсен «Тĕнчери кăвакарчăнсен ташши» тивĕçрĕ. Шурă хут-кайăксем туслăха, мире, çутă пуласлăха сăнларĕç.
Номинацисем çиччĕ пулчĕç: хорпа юрласси, вокал ансамблĕсем, хореографи (халăх, хальхи вăхăтри, çар тематикиллĕ ташăсем), инструменталлă кĕвĕ. Вĕсенче Çĕрпелти, Туçи Мăратри, Калининăри, Кÿстÿмĕрти, Кĕçĕн Кипекри, Мăн Явăшри, Кульцаври шкул ушкăнĕсем çĕнтерчĕç. Солора Çĕрпелти Камилла Сергеева палăрчĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.