Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ман пичче – танкист

11 апреля 2015 г.

Леонид Михайлович Михайлов 1925 çулта апрелĕн 17-мĕшĕнче Калинино районне кĕрекен Уйкас Ялтăра ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен колхозра вăй хунă.

1941 çулта аттене вăрçа ăсатрăмăр. 1942 çулта пиччене бригадирта ĕçлеме суйласа лартнăччĕ. 1943 çулхи кĕркунне ăна та фронта кайма повестка тыттарчĕç. Анне куççуль витĕр сăмах каласа: «Турă çăлтăрах сана, ывăлăм», – тесе тăрса юлчĕ.

Пиччене виçĕ уйăх шоферсен курсĕнче вĕрентнĕ. Вăл генерала турттарнă. Каласа кăтартатчĕ: «Кĕпер урлă каçнă чухне пирĕн хыççăн вăрçă хатĕрĕсем тиенĕ машинăсем пыратчĕç, тăшман самолечĕсем бомба тăкма пуçларĕç. Кивĕ «Уазик» кĕпер варринче чарăнса ларчĕ. Генерал мана: «Сутăнчăк, çакăнтах персе пăрахатăп!» тесе хăратать. Ватă салтаксем машинăсем çинчен анса хăюллăн пичче хутне кĕнĕ-мĕн. «Генарал юлташ, шофер айăплă мар», – тенĕ. Автомашинăна хăвăрт юсанă, кĕпер урлă чиперех каçнă. «Вунтăххăрта çут тĕнчерен уйрăлаттăм тесе куç хуралса килчĕ», – çавнашкал асилетчĕ пичче.

Кĕçех ăна танк çине лартаççĕ. Юнлă вăрçă хирĕнче пичче шав аркатнă тăшмана, вилĕмрен хăраман, пĕр тĕллев пулнă пуçĕнче: тăшмана çĕнтермеллех!

1944 çул. Декабрь. Çырмара бомбăсенчен пытанса юлнă полуторка ларнă. Командир приказ панă: çакна танкпа сĕтĕрсе çырмаран кăлармалла. Çав вăхăтра тăшман бомба пăрахма тытăнать. Танка вут хыпса илет. «Хамăн та шинель çунма тытăнчĕ. Юр çинче йăваланса сÿнтертĕм», – каласа паратчĕ пичче.  

Салтаксем пăтă çиме ларнă. «Эпир те Мускав ачипе Володьăпа танк çинчен анса окопра апата хатĕрлентĕмĕр. Эпĕ пĕр-ик кашăк çăтма ĕлкĕрнĕччĕ. Володьăн çăварĕнчен апат анса та кайман, тăшман бомби ăна тем самантра çĕрпе хупларĕ. Юлташăм ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çакна окопран хам чаваланса тухсан куртăм...». Ку та пичче калавĕнчен. Вăрçă чарăнсан пиччене Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хулинче çар хĕсметĕнче тата виçĕ çул тытнă. Пире тăшманăн мăшкăлĕ тăвас мар тесе вăрçă хирĕнче танкист пулса хăюллăн çапăçнăшăн пиччепе питĕ кăмăллă. 1948 çулта кăкăр тулли медальпе киле çитрĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ялан çап-çутă ялкăшатчĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлнăранпа вунтăватă çул çитрĕ.

Н.ПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика