11 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн Росреестрăн республикăри филиалĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене тÿлевсĕр пулăшу парĕ.
Апрелĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса майăн 9-мĕшĕччен Кадастр палатин филиалĕн документсем йышăнакан-паракан мĕнпур пункчĕсенче ветерансенчен патшалăх кадастр учетне ирттермелли документсене черетсĕр йышăнаççĕ, ăна виçĕ кунта хатĕрлесе параççĕ. Куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕн сведенийĕсене – пĕр кунтах.
Тивĕçтерÿсене илме вăрçă ветеранĕсен 8(8352) 45-25-17, 43-96-64 номерсемпе шăнкăравласа çырăнмалла. Филиал специалисчĕсем мĕнпур ыйтупа консультаци парĕç, меллĕ вăхăт пирки калаçса татăлĕç.