11 апреля 2015 г.
Борис Леонтьевич Леонтьев 1923 çулта Кăмпалта çуралнă. Хăмăшри çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн «Новый путь» колхозра вăй хунă. Фронта 1942 çулта илнĕ. Сержант 18-мĕш армин 318-мĕш стрелковăй дивизин 1339-мĕш стрелковăй полк йышĕнче çапăçнă. 1943 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче пуçне паттăрла хунă.
1942 çулхи августра фронтăн кăнтăрти участокĕнче йывăр лару-тăру хуçаланнă. Тăшман Кубанелле тата Кавказалла талпăннă. Пирĕн çарсен чакма тивнĕ. Ку йышра Б.Л.Леонтьев сержант тăнă полк та пулнă. Синкерне нумай курнă вĕсем, анчах парăнма шутламан.
Акă мĕн çырнă вăл çак çапăçусем пирки тăванĕсем патне: «Юратнă анне, юратнă йăмăксем! Куратăр пуль, вутпа шыв витĕр тухма тиврĕ пулин те чĕрĕ юлтăм. Фашистсене мĕнпур вăйран аркататпăр. Вĕсем Хура тинĕс еннелле талпăнаççĕ. Эпир çапла тума памастпăр. Кашни тĕм, кашни чул хыçĕнче вĕсене вилĕм кĕтет. Маншăн ан кулянăр. Вилмелле пулсан, паттăрла вилĕпĕр. Çĕршыв çак историлле çапăçура пуç хунисене никама та манмĕ. Çав бандитсене пĕтермелле, пĕтермелле, татах пĕтермелле – çакăн çинчен кăна шухăшлатпăр...».
Юнлă çапăçусем сентябрьте те тăсăлнă. Фашистсем хушăннă çĕнĕ вăйпа Новороссийск çине тĕлленĕ. Хулашăн кунĕн-çĕрĕн çапăçусем пынă. Пирĕн çарсем нумай юн тăкнă. Вăйсем пĕрешкел пулманнипе вĕсем чакса Цемеск бухтин хĕвелтухăç çыранĕнче çирĕпленнĕ.
318-мĕш стрелковăй дивизи умне çĕнĕ задача лартнă: Новороссийска тытса илнĕ тăшман ушкăнне Геленджик – Туапсе – Сочи шоссе направленийĕпе ямалла мар. Пирĕн çарсем ун тăваттăмĕш километрĕнче позици йышăннă. Ывăннине, нумай çухату тÿснине, пăшал тата çар хатĕрĕсем çитменнине пăхмасăр вĕсем оборонăна çирĕп тытнă. Час-часах алла-аллăн тытăçнă.
Ку çапăçусем çинчен Б.Леонтьев 1942 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчи çырăвĕнче çырса кăтартнă: «Паян улттăмĕш хут нимĕçсене сирсе ятăмăр. Вĕсем пире канăç памаççĕ. Кунне темиçе хутчен атакăлаççĕ. Çак çапăçусенче миçе çын пурнăçĕ татăлать!.. Фашистсем пире хăратасшăн. Анчах кунашкаллисене, пирĕн полк ачисене, вырăнтан тапратма çăмăл мар. Эпир полкĕпех тупа тунă: «Чакмастпăр – каялла пĕр утăм та!». Ăнланатăр пулĕ, юн çиен тăшмана хирĕç тăма ытла йывăр. Çитменнине, вырăн условийĕсем те аванах мар – çара чулсем, пĕр тĕмĕ те çук. Анчах эпир çирĕп, хăюллă тăратпăр. Эсир çирĕп шанса тăрăр, эпĕ совет гражданинĕн ятне вараламăп: тăшманпа юлашки юн тумламĕччен çапăçăп».
Совет воинĕсен хăюлăхĕ, паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ фашистсене палăртнă тĕллевĕсене пурнăçлама май паман. Вĕсем вăйне ÿстернĕ, тĕрлĕ енчен тапăннă пулин те пирĕн салтаксемпе командирсен парăнманлăхĕпе «тĕл пулса» нумай çухату тÿснĕ.
Йывăр условисене пăхмасăр Б.Леонтьев сайра-хутра пулин те çуралнă тăрăха хыпарсем вĕçтернĕ. Унта вăл çапăçусем, фронтри пурнăç, çарти юлташĕсем, вĕсен хăюлăхĕ çинчен çырса кăтартнă.
1943 çулхи январь вĕçĕнче çапла çырнă: «Аннеçĕм, манран вăрах хыпар илмесен ан макăр. Ывăнтăм. Тĕрĕссине калатăп: кунта çавнашкал çапăçусем пыраççĕ, тепĕр чух апат çиме те пĕр минут та çук. Çак çырăва çырма та пиллĕкмĕш хут ларатăп. Ниепле те çырса пĕтерейместĕп. Халь ав кăшт шăпланчĕ. Каç. Туссем çывраççĕ. Сире ман çирĕп сăмах – вĕçне çитиччен çапăçăпăр!».
Çак юлашки çырăвĕнче те вăл хăй чăн-чăн совет патриочĕ пулнине кăтартнă. 1943 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи çапăçăва та вăл курайми тăшмана тĕп тăвас тесе кĕнĕ. Анчах ыттисен пурнăçĕшĕн, çĕнтерÿшĕн пуçне хунă.
Борис Леонтьевăн тăванĕсене хурлăхлă хыпара пĕлтерсе полк командирĕ Фомин подполковник тата штаб начальникĕ Лисун майор çапла çырнă. «Ун уйрăмĕ ятсăр çÿллĕшне тытса илес çар задачине ăнăçлă пурнăçларĕ, анчах хăй хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче паттăрла пуçне хучĕ. Леонтьев сержантăн тата унăн çарти тусĕсен вилтăпри çинче тунă тупана пирĕн салтаксем чыслăн пурнăçлĕç...».
И.МИХАЙЛОВ.