Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслев витĕр тухмалла

11 апреля 2015 г.

Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕ – «Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин ведомствăна пăхăнман хурал управленийĕ» федераллă патшалăх хысна учрежденийĕн филиалĕ – Раççей Шалти ĕçсен министерствин Воронежри институтне «Специальные радиотехнические системы» специальноçпе куçăн майпа вĕренме кĕме кандидатсене йышăнасси çинчен пĕлтерет.

Кандидатсен 25 çултан аслă мар, РФ гражданĕсем пулмалла, çĕршывăн патшалăх чĕлхине пĕлмелле, Раççейри нормативлă право акчĕсемпе çирĕплетнĕ квалификаци требованийĕсене тивĕçтермелле, ăс-тăн, вăй-хал тата сывлăх тĕлĕшĕнчен шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн служба тивĕçĕсене пурнăçлама хатĕр пулмалла.

Абитуриентсен пĕтĕмĕшле вăтам (тулли), пуçламăш професси е вăтам професси пĕлĕвĕ пулни кирлĕ, вĕсен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен результачĕсем алăра пулмалла. Воронежри институтра вара абитуриентсен çак экзаменсем витĕр тухмалла: вырăс чĕлхи, информатика тата информаципе коммуникаци технологийĕсем, физкультура (нормативсене пурнăçласси).

Института вĕренме илнĕ граждансемпе вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăн 5 çултан кая мар РФ Шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăма контракт çыраççĕ.

Курсантсене форма тумтирĕпе тивĕçтереççĕ. Укçа довольствийĕ уйăхри окладран, звани окладĕнчен, стажран килекен хушма тÿлеврен тăрать. Курсантсем шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене паракан социаллă çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ.

Институтран вĕренсе тухакансем аслă пĕлÿ çинчен çирĕплетекен патшалăх дипломĕсене алла илеççĕ, вĕсене «полици лейтенанчĕ» звани параççĕ.

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Воронежри институтĕнче вĕренме кăмăл пуррисене   Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмне килме сĕнетпĕр. Çыхăнмалли телефонсем: (83537)2-74-92, (906)381-56-50.

В.ПАВЛОВ,

Вăрнарти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн пуçлăхĕ

полици капитанĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика