07 апреля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа шăп та лăп тепĕр уйăхран 70 çул çитет. Вут-çулăм витĕр тухса Аслă Çĕнтерÿ тунисен шучĕ çултан çул сахалланса пырать. Хамăр районта акă 61 фронтовик кăна юлчĕ.
Тĕнче халиччен курман хăрушă вăрçа Вăрнар тăрăхĕнчен 11525 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 5961-шĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 20 çул çитес умĕнхи тапхăрта партипе правительство вăрçă паттăрĕсен ят-сумне çĕклеме, çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парассине вăйлатма пархатарлă тĕллев тытса питĕ тĕрĕс тунă. «Никама та манман, нимĕн те манăçман» – Ольга Берггольц поэминчи çак йĕркесем Совет Союзĕнчи халăхсене пĕтĕçтерекен тĕп лозунгсенчен пĕри пулса тăнă.
Лайăх астăватăп: паллă кун тĕлне пирĕн ялта та, Пăртасра, вăрçăран таврăнайман ентешсене асăнса колхоз вăйĕпе илемлĕ обелиск çĕкленсе ларчĕ. Унта 177 паттăрăн ятне çырнăччĕ. Тĕрĕссипе, фронтра пуç хунисене чысласа çав çулсенче кашни ялта тенĕ пекех обелисксемпе палăксем уçнă. Паллах, кăшт каярах Çĕрпелте туса лартнă мăнаçлă та чаплă монумент республикăра та пĕртен пĕрре. Районĕпе халĕ 72 обелискпа палăк.
Çулсем иртнĕ май вĕсем юхăнаççĕ. Темшĕн-çке çакăн пирки Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çывхарнă кунсенче кăна аса илетпĕр, сăрласа илемлетме, хуçнă-çĕмĕрнĕ ракаткасене улăштарма пикенетпĕр. Тĕрĕссипе, обелисксемпе палăксене яланах – хĕлле те, çулла та – пĕр пек типтерлĕ тытмалла. Ку – сăваплă вырăн. Пăхатăп та, пур çĕрте те тенĕ пекех вĕсем хĕл кунĕсенче юрпа пăр айĕнче. Кунтан чĕрĕ чечексем татăлмалла мар. Палăк е обелиск умĕнче шкул ачисемпе час-часах Паттăрлăх урокĕсем ирттересчĕ. Çамрăк çын Асăну-Астăвăм Символĕ патне такам çавăртса пынипе мар, хăй тĕллĕн – хăйĕн чун-чĕри хушнипе çÿреме хăнăхтăр. Майăн 9-мĕшĕнчи митингсене халăха нумайрах явăçтарасчĕ – утма пултараканĕ килте ан юлтăр.