Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пирвайхисен ретĕнчен

08 апреля 2015 г.

– Тăван çĕршывăмăрти çĕнтерÿçĕ-çарта пысăк пулăмлă «гварди» ят çуралнăранпа 75 çул çывхарать, – терĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн хăни Петр Анатольевич Степанов. – Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне уявлатпăр.

Ман кукка, Иван Степанович Журавлев, Хĕрлĕ Çарти (Совет Çарĕнчи) чи пирвайхи гвардеецсен ретĕнчен. Вăл 1924 çулта çуралнă, хамăр районти Айкăшра ÿснĕ, 1942 çултан пуçласа нимĕç фашисчĕсемпе гвардеецла чаçсенче çапăçнă. Гвардеец значокĕпе пĕрле ун кăкăрĕ çинче орден-медаль нумайччĕ...

«...Хĕçпăшаллă Вăйсен мăнаçлăхĕ – Советсен гвардийĕ Смоленск тăрăхĕнчи çапăçусен вут-çулăмĕнче çуралнă. Хĕвеланăç фронтĕнчи стрелоксен чапа тухнă тăватă дивизине – 100, 127, 153 тата 161-мĕш дивизисене – 1941 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче гварди ятне парса гварди ялавĕсемпе чысланă». «Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историнче (1939 – 1945)» кĕскен çавнашкал çырса хунă. Мускавшăн, Сталинградшăн пынă çапăçусенче гварди чаçĕсемпе соединенийĕсем татах та нумай хушăннă. Ку ятпа корпуссене, армисене, çар карапĕсене палăртнă.

Гварди дивизийĕ ятне чи малтан тивĕçни стрелоксен 100-мĕш дивизийĕ пулнă. Вăл кĕçех механизациленĕ 1-мĕш гварди корпусĕ ятпа чаплăланса пысăкланнă, гварди хĕрлĕ ялавĕпе вăрçă витĕр мухтавлăн, çĕнтерÿллĕн тухнă.

Гварди... Çак ятпа сĕм ĕлĕкрен чи сумлăрах çар пайне (чаçне) чысланă. Вырăс гвардийĕн паллă-палăрăмлă пахалăхĕсене Хĕрлĕ Çар – Совет Çарĕ самана хушнă пек малалла аталантарнă. Советсен гвардине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи калăпланă, чаплă çĕнтерÿсен çÿллĕшне çĕкленĕ.

– Гвардеец – эппин, чи малти, чи яваплăрах, чи хăрушăрах çĕрти. Наступление кĕнĕ гвардеецсемшĕн чăрмав-чару çук! – Çавăн пек гварди боецĕсен девизĕ.

Стрелоксен 100-мĕш дивизийĕ 1923 çулта Николай Щорс ячĕпе хисепленекен 44-мĕш дивизири полкран тухнă, Украина Çар округĕн соединенийĕсем хушшинче малти рете тăнă, Хĕвеланăç Украинăри, Хĕвеланăç Белоруссири походсенче, Маннергейм линине çĕмĕрсе кĕнĕ атакăсенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Оборонăн хăватлă Сумма – Турту – Хотинен линине аркатнăшăн дивизие 1940 çулхи февральте Ленин орденĕпе наградăланă.

«Советская Мордовия» хаçатра отставкăри полковник Н.Крылов çырнă тăрăх, механизациленĕ 1-мĕш гварди корпусĕнче Атăлçи ачисенчен пуринчен те ытларах Иван Степанович Журавлев çапăçнă. Вăл мĕнпур тытăçăва хутшăннă, тăшманран Австрире Венăна тасатнă, Будапештшăн ĕмĕрлĕхе астумалăх кĕрешнĕ, уйрăмăнах 1945 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче пулса иртнине манаймасть. Зелюн шосси – Секешфехерварăн çурçĕр енĕ, сăртлăх – 214 метр çÿллĕш... Иртенпех юр çăвать, тавралăха тĕттĕмлет. Автоматчиксен десанчĕпе пĕрле сăрта нимĕçсен 26 танкĕ мĕкĕрсе хăпарать. Ку атака путланать-ха, анчах та кĕçех тепĕр 27 «тигрпа» «пантера» талпăнса тапăнаççĕ, пехотăпа автоматчиксен десантне бронетранспортерсем çине тиенĕ. «Гварди-пехотинецсем фашистсен техникипе питĕ хаяр тытăçрĕç, – аса илсе çырнă каярахпа дивизи командирĕ, Совет Союзĕн Геройĕ И.Н.Руссиянов генерал-лейтенант. – «Пантерăсене» гварди сержанчĕсем Журавлевпа Дыбков вут хыптарнă бутылкăсемпе персе çунтарчĕç...». Иван Степанович хăй астунинчен: «Окопсене виçĕ «тигр» утюглатчĕ. Гварди лейтенантне Дивакова унăн бронебойщикĕсемпе пĕрле тăпра айне турĕç. Çук, вилмеллех путарайман. Икĕ танка противотанковăйпе хыçалтан персе Диваков вут хыптарчĕ, виççĕмĕшне артиллеристсем тĕп турĕç. Тăшман пире хамăр йышăннă сăртлăхран хăваласа антараймарĕ. Шел, эп ун чухне йывăр аманнă».

И.С.Журавлев çапăçусенче пĕрле пулнă Георгий Петрович Дьяченко, Василий Григорьевич Ганичев, Николай Иванович Серегин çинчен каласа кăтартма юратнă. Танксене хирĕç кĕрешекен ротăри взвод командирĕ Дьяченко лейтенант хăйĕн гвардеецĕсемпе пĕр тытăçура кăна 18 танка тĕл тивретсе çунтарнă, çакăн çинчен Совинформбюро хыпарланă. Аслă лейтенант Берлина çитнĕ. Вăрçă хыççăн ачасене физикăпа математика вĕрентнĕ. Ганичев хăйĕн отделенийĕпе 1943 çулхи январьте нимĕçсене Сталинград таврашĕнче тыткăна илнĕ чухне паттăрлăх кăтартнă. Серегинсен батарейи 1943 çулхи февральте нимĕç танкĕсен пысăк ушкăнне хуптĕрлесе чакма памасăр çунтарнă.

Иван Степанович Айкăшпа Малти Ишек шкулĕсен тата Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн воспитанникĕ. Мирлĕ фронтра кун-çулĕ тăршшĕпех Мордва Республикинчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Ватлăхри канăвне Мускав облаçĕнчи Солнечногорск районĕнчи Майдарово поселокĕнче Лена хĕрĕ патĕнче пурăнса ирттернĕ.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика