08 апреля 2015 г.
Шĕнер Ишекри шкулта ачасемпе ку тăрăхра пурăнакан ватăсем патне çитес йăлана пăрахăçламан. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ çывхарса пынă май, çак мероприятин пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк.
Вера Алексеевна Воинова ертсе пынипе Николай Иванович Иванов патĕнче пулнă тĕлпулу та вĕренекенсемшĕн нумайлăха асра юлнă.
Чăн та, Николай Ивановичăн вăрçăри нушаллă пурнăçĕ никама та шухăшсăр хăвармĕ. Хăй вăл – Çĕмĕрле районĕнчен. Хутарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Калининăра кĕçĕн классен учителĕсен курсĕнче пĕлÿ илнĕ. Вунсаккăр тултарсан, 1939 çулта, çара кайма ят тухнă. Николай Иванович Минскри 101-мĕш уйрăм пулемет батальонне лекнĕ.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ тÿпере самолетсем кĕрленинчен пуçланнă. «Чăн-чăн вăрçă пуçланнă», – пĕлтернĕ вĕренÿри салтаксене штабран килнĕ çын. Пурне те ротăна таврăнма, çирĕплетнĕ дотсене йышăнма, çапăçăва хатĕр тăма хушнă. Июнĕн 25-мĕшĕнче батальонпа çыхăну татăлнă – штаба нимĕçсем тытса илнĕ. Темиçе кунтан командовани боеприпассемпе пулеметсене илсе хÿтĕленмелли вырăнсенчен кайма хушнă. Салтаксем Минск еннелле çул тытнă. Анчах та вĕсем хулана фашистсем илнине пĕлмен. Çапла Шĕнер Ишек каччи те, хăй калашле, фашист тарçи пулса тăнă. Çак тамăкран вĕсене 1945 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче çеç ирĕке кăларнă. Унти нишлĕ, чирлĕ, выçлăхлă, хăрушă пурнăç çинчен ватă çын куççульленмесĕр, пăшăрханусăр аса илеймест.
Тăван килне вăл 1946 çулта çеç таврăннă. Ăсă-тăнĕ пулнăскер, Чăваш патшалăх учительсен институтĕнчен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван районĕнчи Юманайĕнчи, кайран нумай çул Шĕнер Ишекри шкулта ачасене вĕрентнĕ. Тĕп специальноçĕпе – историк, анчах та кĕçĕннисене вăл ÿкерес, ĕçлес ăсталăха та хăнăхтарнă. Паян ку шкулта тимлекен педагогран чылайăшĕ – Николай Ивановичăн вĕренекенĕсем.
Мал опытлă ĕçĕшĕн вăрçăри наградисем – II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, «Германие çĕнтернĕшĕн» медаль – çумне «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллă çирĕпленнĕ. Хисеп грамотисем, тĕрлĕ шайрисем, темиçе те.
Унăн мăшăрĕ те, Пелагея Гавриловна, вăрçă участникĕ пулнă, санитаркăра тăрăшнă. Шел те, темиçе çул каялла чире пула вăл пурнăçран уйрăлса кайнă.
Пĕрле пилĕк ача çитĕнтернĕ вĕсем. Ывăл-хĕрĕсем ашшĕне пĕчченлĕхре хăвармаççĕ, тăтăшах килсе пулăшаççĕ, хăйсем патне те илсе каяççĕ.
Нумаях пулмасть Николай Иванович Ивановăн кăкăрĕ çинче «Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул» юбилей медалĕ ялкăшма тытăннă.
С.ЧИКМЯКОВА.