08 апреля 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем сахалланса пыраççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ура çине тăраймасть, е теприсен хăлхисем илтмеççĕ, е калаçаймаççĕ. Шупашкарти ветерансен канашĕ сĕннипе 89 çулхи Алексей Николаев патне çитсе калаçма тÿр килчĕ. Хăй вăтам та хыткан кĕлеткеллĕ, çÿçĕ те кăвакарман, пичĕ те ытла пĕркеленмен.
Вăл Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекри йышлă хресчен çемйинче çуралнă. Ялти вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, уй-хир ăсти пулас тĕллевпе Рязаньти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ.
Кĕçех хăрушă вăрçă пуçланнă, çав синкерлĕ тапхăрта фронт валли салтаксем те, хĕç-пăшалĕ те нумай кирлĕ пулнă. Техникумра вĕренекен вунçиччĕри каччăсене те фронта илнĕ. Ленинград çывăхне янă. Кунта вĕсене хĕçпăшалпа усă курма вĕрентнĕ, минăсем вырнаçтарма, вĕсене кăларма, сиенсĕрлетме хăнăхтарнă. Çапла А.Николаев сапер пулса тăнă.
А.Николаевăн тăванĕсенчен чылайăшĕ тăшманпа çапăçнă. Акă, хĕрĕх иккĕри ашшĕне, Николай Павлова, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта илнĕ. Вăл Смоленск çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă, йывăр аманса хăрах урасăр юлнă. Унăн тата икĕ ывăлĕ вăрçă витĕр тухнă. Халĕ те пурăнаççĕ: пĕри – Вильнюсра, тепри – Киевра.
– Пиччесен пурнăçĕ халĕ начартарах, – кулянать А.Николаев.
Ашшĕпе пĕртăванĕн ывăлĕ Денис Никитин çапăçу хирĕнче выртса юлнă.
А.Николаевăн амăшĕ Канаш районĕнчи вырăс ялĕнчен пулнă. Сăмах май каласан, унăн пĕртăванĕн ывăлĕ Анатолий Александрович Иванов Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. А.Иванов чылай çул Вăрнарта ĕçлесе пурăннă.
Йывăр аманнă Алексей Николаев госпитальте нумай вăхăт сипленнĕ. Сывлăхĕ çирĕпленсен ăна Инçет Хĕвелтухăçне япун самурайĕсене хăвалама ăсатнă. Вăл отделени командирĕ пулса Маньчжурипе Харбина çитнĕ. Çар хĕсметĕнче çичĕ çул пулнă хыççăн А.Николаев сержант тăван салана çаврăнса çитнĕ. Мускаври энергетика институтне вĕренме кĕнĕ. Пурнăçне энергетикăпа çыхăнтарнă: Вăрнарти хими заводĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатĕнче тăрăшнă. Вăрçă участникĕ хăтлă хваттерте пурăнать. Çамрăкран сывă пурнăç йĕркине тимлĕ тытса пырать.
– Пирĕн йăхра нумай пурăнакансем аттепе анне енчен те чылайăн. Атте вăрçăран хăрах урасăр таврăннă пулин те колхозра ĕçленĕ, 91 çул пурăнчĕ, анне те çавнашкалах. Пиччесем иккĕшĕ те пурăнаççĕ-ха. Кĕçĕнни, халĕ вăл 82 çулта, колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ывăлĕпе ялта пурăнать. Яланхи пекех Çимĕкре тăван тăрăха çитсе курасшăн-ха, – ĕмĕтленет ветеран.
Тăхăрвунна кайнă Алексей Николаевич кунсерен виçĕ çухрăм утса уçăлса çÿреме юратать. Ку таранччен нихçан та сиенлĕ йăласемпе çыхланман. Унсăр пуçне сывлăха çирĕплетмелли халăх меслечĕсемпе усă курать.
– Халăхсем хушшинчи туслăх çирĕп пулсан, вăрçă таврашĕ тухмĕ. Паянхи мирлĕ те пуян пурнăç пурне те савăнтарать, – терĕ Алексей Николаевич Николаев.
Вениамин ИВАНОВ.