Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешÿçĕсем – каллех Вăрнарта

08 апреля 2015 г.

«Попутчик» тулли мар яваплă общество директорĕн, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн Александр Петровăн тата Раççей Аслă сучĕн судйин Вячеслав Яковлевăн парнисемшĕн иртнĕ уçă турнир спортсменсене каллех йышлă пуçтарнă. Республика кĕрешÿçисемсĕр пуçне Вăрнара Тутарстан, Мордва Республикисенчен, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчен, Мускав хулинчен чылаййăн килсе çитнĕ.

Арçын ачасем вуникĕ, хĕрачасем пилĕк виçе категорийĕнче тупăшнă. 300 ытла участникран çĕнтерÿ пьедесталĕ çине вăрнарсем те хăпарма тивĕçнĕ.

Чемпионсем тăваттăн: Санарпуçĕнчи Антон Федоров, Вăрнарти Денис Федоров, Дмитрий Львов тата Елена Ластухина.

Дмитрий Шерстнев, Никита Львов, Анастасия Максимова, Милена Федорова тытăçусенче иккĕмĕш результат кăтартнă. Пурте – поселокран.

Бронза призерсем çиччĕн: Вăрнарти Юлия Константинова, Алексей Тимофеев, Семен Семенов, Алексей Краснов, Санарпуçĕнчи Александр Васильев, Анастасия Краснова тата Мăн Явăшри Екатерина Кошкина.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медаль комплекчĕсене тата тĕп спонсорăн – «Попутчикăн», çавăн пекех «Энергостроймонтаж» (Р.Киметов), «Вурнарская» МСО (И.Сандомиров), «Водоканал» (Л.Сантимер), Виталий Львов предпринимателĕн, ыттисен парнисене тивĕçнĕ.

Спортсменсене ăмăрту йĕркелÿçисем, Чăваш ен спорт министрĕн заместителĕ Алексей Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров, республикăри ирĕклĕ кĕрешÿçĕсен федерацийĕн президенчĕ Владимир Семенов, ыттисем саламланă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика