04 апреля 2015 г.
Аслă Раççей анлăшĕнче Аслă Çĕнтерÿ юбилейне чыслăн уявлама хатĕрленнĕ вăхăтра Европăн анăçри анлăшĕнче политика санкцийĕсен вараланчăк кампанийĕ чашкăрать. Хăшпĕр патшалăхсен деятелĕсем Майăн 9-мĕшĕнчи праçнике Мускава пурпĕр килместпĕр тесе хăратасшăн. Совет халăхĕн, Совет Çарĕн тата хальхи Раççейĕн çĕнтерĕвĕсене компроматпа хуптĕрлеме кĕрĕшнисем Мускава каяс çук тесе пĕр-пĕрне уççăнах ÿкĕтлеççĕ, юнаççĕ, хăратаççĕ. Гитлерла фашизма эсир çапса аркатнă, эсир çĕнтернĕ, эппин, эсирех, хăвăр тĕллĕнех уявлăр тесшĕн пулас. Çĕнтерĕвĕн 70 çулĕ ытти халăхсен уявĕ мар теме хăтланаççĕ. 1941 – 1945 çулсенче Совет Союзне хирĕç фашистла коалицире çапăçнă патшалăхсен хальхи пуçлăхĕсем намăсланни пур паллах. Анчах унчченхисен çылăхĕ хальхисем куçа хупнăшăн каçать-ши вара? Европăна сарамакран Совет Союзĕ хăтарнине халăхсене çапла майпа мантарма пулать-и-ха?
Тĕнчере Раççее шута хумасăр пуç пуласшăн çунакан глобалистсене пуринчен те ытла Аслă Çĕнтерĕвĕн идеологийĕ кансĕрлет. Ырăпа Усалăн вилесле кĕрешĕвĕнче фашистла идеологие Совет халăхĕн патриотла çутă идейисем çĕнтернĕ. Нацистла идеологие хирĕç халĕ Раççей хытă тăрать. Глобалистсем Раççее Çĕнтерÿçĕ-çĕршыв статусĕнчен хăйпăтасшăн, тĕнче вăрçин результачĕсене хăйсем майлă çавăрттарасшăн, Нюрнберг процесĕн итогĕсене ревизипе путлантарасшăн. Куçкĕрет Раççее аркатас тĕллевлĕ вăрçăсем чĕртеççĕ (Грузи, Украина...).
Пирĕн çĕршыва пур енлĕн тапăнакан санкцисен кампанийĕ тахçантанпах пырать. Политсанкцисем экономика санкцийĕсемпе пĕрлешеççĕ. Халь тата психатака санкцийĕсем шутласа кăларчĕç: паянхи геббельссем информаци вăрçине капашсăр вăйлатрĕç. Украинăра авă Çĕнтерÿ кунне пачах тÿнтерле тавăрасшăн!
Хамăр та айăплă. Çĕршывăмăрăн иртнĕ ĕмĕрти кун-çулне йăлтах хурапа сăрмакларăмăр. Парламента «кумулятивлă демократи» снарячĕсемпе çунтартăмăр. Вăрçă ветеранĕсене ОМОНа явăçтарса хĕненине, историлле палăксене ÿсĕр хулигансемпе çĕмĕрттернине, вăрçă паттăрĕсене пионерсенчен пуçласа маршалсем таранах чĕр мăшкăл кÿнине, çар парачĕсене Сердюковпа ирттернисене пĕтĕм тĕнче курса тăчĕ. Хăвна ху хисеплемесен, çичĕ ют сана ăçтан хисеплетĕр...
Госдумăра 2005 çулта пуçарнă кампани асра. А.Сигуткин ушкăнне пула «Çĕнтерÿ Ялавĕ çинчен» закона Госдумăра йышăнса вăя кĕртесси нумай çуллăха тăсăлчĕ. Астăватăр пуль: Ленинград тăрăхĕнчи вăрçă ветеранĕсен Канашĕ Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарас умĕн питĕ паха пĕлтерĕшлĕ пуçару турĕ. Çĕнтерÿ ялавĕ вырăнне Рейхстаг тăррине Мелитон Кантария, Михаил Егоров тата Алексей Берест хăпартса çакнă ялав тĕслĕхне йышăнтарасшăнччĕ. Сăмах кунта стрелоксен 2-мĕш степеньлĕ Кутузов орденне тивĕçнĕ 150-мĕш Идрицк дивизийĕн ялавĕ пирки пырать. Совет саманин символĕсене курайманнисем ун чухне çурлапа мăлатука хытă сивлерĕç. Çав вăхăтрах ку тапхăрта регионсенчи саккун кăларакан органсем Идрицк дивизин штурм ялавне ним улăштармасăр Çĕнтерÿ Ялавĕ вырăнне йышăнаççĕ. Çĕнтерÿ Ялавĕн копине официаллă учрежденисен çурчĕсем çинче çакма ирĕк панă хыççăн ку саккун Мускавра, Калининград, Архангельск облаçĕсенче – пурĕ 20 ытла регионта вăйра çирĕп тăрать.
Эрик Васильев полковник Мускавра туянса парнеленипе ку ялавсемпе Мăн Явăш, Калинино, Кĕçĕн Кипек шкулĕсенче çулленех усă кураççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ – халăхсен, мĕнпур халăхсен уявĕ. «Çĕнтерÿ 70 çул тултарнин событилле чаплă пĕлтерĕшне санкцисемпе сĕвĕртме памăпăр, – терĕ Раççей Президенчĕ В.Путин. – Çĕнтерÿçĕсене тивĕçлипе чыслăпăр, юбилее нихăш çулхинчен те пархатарлăрах уявлăпăр».
М.ВАСИЛЬЕВ,
РФ Писательсен союзĕн членĕ, вăрçă ачи –
отставкăри капитан.