04 апреля 2015 г.
«Лайăх тата пахалăхлă вăрлăх – пысăк ăнăçлăх», – теççĕ опытлă пахчаçăсем. Вĕсемпе килĕшмесĕр май çук. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем вăрлăх тĕлĕшĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем çав сăмахсене çирĕплетеççĕ çеç.
Кирлĕ документсăр – эппин, пахалăхсăр?
Нумаях пулмасть инспекторсем Шупашкарти суту-илÿ вырăнĕсенче пулнă. Иккĕленÿ çуратакан вăрлăх çине-çинех куç тĕлне пулнă тесен те юрать. Ара, сентре çинчи тĕрлĕ вăрлăха Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕнче темле шырасан та тупайман. Чылай сутуçăн вăл е ку вăрлăх тĕлĕшпе сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем пулман. Сăмах май, асăннă реестра управлени сайтĕнче самантрах тупма май пур.
Нарăс уйăхĕнче кăна сутлăхри 102 парти вăрлăха (750 кг – ял хуçалăх ÿсен-тăранĕсен, пĕчĕк 23135 хутаç – пахчаçимĕç тата чечек культурисен) тĕрĕсленĕ май, 87 парти тĕлĕшпе сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем çукки тата 15 парти асăннă реестрта пулманни çиеле тухнă.
Ыттисен йăнăшĕнчен хăçан вĕренме пуçлăпăр-ши?
Кунашкал лару-тăрусене çулсерен сÿтсе явма тивет, анчах тупăшшăн çунакан усламçăсемпе сутуçăсем «тÿрленсех çитеймеççĕ».
«2014 çулта вăрлăх контролĕ енĕпе 105 тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Пĕтĕмпе юридици вăйĕнчи 75 çынна тата 28 предпринимателе тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 124 тĕслĕх тупса палăртнă. Тĕрĕс мар упранипе – 5 тĕслĕх. Документсене тĕрĕс мар çырса пыни-хатĕрлени – 7 тĕслĕх. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне (Госреестр) кĕртмен сортсен вăрлăхне сутни вара час-часах тĕл пулать. Пĕтĕмпе 146, 72 пин тонна – ял хуçалăх, 25 пин хутаç пахча çимĕç тата чечек культурисен вăрлăхне тĕрĕслерĕмĕр, çавăн пекех тĕм-йывăç – 3050 штук. Палăртмалла, 298 партирен 115-ĕн сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем пулман. Тĕрĕсленĕ йывăç-тĕмсен пĕрин тĕлĕшпе те кирлĕ документсем кăтартайман. Госреестра кĕртмен сортсен вăрлăхне нумай çĕрте сутнине асăнтăм ĕнтĕ, пĕлтĕр çавнашкал 2376 хутаç тупса палăртрăмăр (112 парти).
Акма мĕнле вăрлăхпа усă курнине те тимлĕхрен вĕçертместпĕр темелле. Пĕтĕмпе 426 парти тĕрĕслерĕмĕр, ку вăл 9929,2 пин тонна. Хуçалăхсем 54 партин сортне тата шăтаслăхне ятарласа тĕрĕслеттермен. 3 парти (148,40 тонна) ГОСТ требованийĕсене тивĕçтермест. Акса хăварнă 52 партин вара сорт пахалăхĕ паллă пулман.
Тĕш-тырă тата пахчаçимĕç культурисен вăрлăхне мĕнле упранине тĕрĕсленĕ чухне те асăрхаттарусемсĕр май килмерĕ: 78 партирен 5-шĕ тĕлĕшпе упрамалли правилăсене пăхăнманни куçкĕрет. Кунта та каласа хăварма пулать, упрама хунă вăрлăха ятарласа тĕпчеттерес тени палăрмасть. Госреестра кĕртменнисем те тĕл пулчĕç. Пĕтĕмпе юридици сăпатĕнчи 9 çынна, 26 пуçлăха, 12 предпринимателе тата 52 çынна административлă майпа явап тыттарма тиврĕ, асăрхаттарусем те пулчĕç,» – каласа кăтартать вăрлăх контролĕ енĕпе тимлекен патшалăхăн аслă инспекторĕ Валентина Никитина.
Вăрлăх хутаççинче – сăтăрçă-çум курăк
Специалистсем асăрхаттараççĕ: документсăр вăрлăхран паха çимĕç пуласси иккĕленÿллĕ кăна мар, унпа пĕрле хăрушă чирсем тата сăтăрçăсем пахчана çăмăллăнах лекме пултараççĕ. Кăçал та акă Мускавран килнĕ пахчаçимĕç вăрлăхĕнче уйрăмах вăйлă сиен кÿрекен çум курăк – уй-хир пурçăнĕ – вăррине асăрханă. Вăл ÿсен-тăран тăрăх явăннă май унăн сĕткенĕпе аталанса пурăнать. Унра наркăмăшлă япала – сапонин виçи – пысăк, çавăнпа та повиликăпа хутăшла утă выльăхшăн сиенлĕ. Уйрăмах япăх типĕтни вар-хырăма чире ярать.
Кунашкал «кĕтменлĕхсене» сиресси хамăртан килет. Сăмахран, инспекторсем вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ. Çак самантсене аса илтерни те ытлашши пулас çук: вăрлăхăн кашни партийĕ валли сертификат (свидетельство) пулмалла. Сертификат – тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ. Документра культура ятне, унăн сортне, парти номерне тата ытти информацие кăтартмалла. Енчен те сертификат (свидетельство) çинче çырни хутаç çинчипе пĕр килсен – вăрлăх пахалăхлă. Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культура, сорт ятне; стандарт паллине (ТУ), парти номерне; йывăрăшне е шутне; усă курма юрăхлă вăхăтне кăтартмалла. Фитосанитари докуменчĕсем пурри те тĕрлĕ иккĕленĕве сирет.
Надежда Васильева, управлени ĕçченĕ.