04 апреля 2015 г.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕ районта «Парăмçă» оперативлă профилактика операцийĕ ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха административлă йĕркене пăснăшăн хунă штрафсене вăхăтра тÿлемелли çинчен, парăмсене татма «манакансене» явап тыттарасси пирки ăнлантарасси. Кунсăр пуçне ку операци шалти ĕçсен органĕсен должноçри çыннисем административлă йĕркепе хунă штрафсене шыраса илессине ÿстерес тĕллевлĕ.
Административлă штрафсене саккунпа палăртнă вăхăтра татман тĕслĕхсемпе операци тапхăрĕнче 26 протокол çырнă. Халĕ çак парăмçăсен штраф виçи икĕ хут пысăкланать, анчах 1000 тенкĕрен кая мар пулать. Е тата 15 талăклăха административлă йĕркепе арестлеме, 50 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме те пултараççĕ. Çавăнпа та асăрхаттаратпăр, штраф тÿлемесĕр çăмăлттайланни ырăпа вĕçленмест: парăмсем ÿснипе кайран ытларах укçа кăларса хума тивет, хăшĕсем административлă арестран та хăтăлаймĕç.
Енчен те сирĕн штраф тÿлемелле-тĕк, ăна, саккунпа килĕшÿллĕн, йышăну вăя кĕнĕ кунтан 60 кун иртиччен хывмалла.
С.МАРТЫНОВА,
«Вурнарский» пайăн административлă саккунсене пурнăçлассипе
тимлекен инспекторĕ полици аслă лейтенанчĕ.