04 апреля 2015 г.
«Физкультсалам!». Çак сăмахсемпе саламлаççĕ палăртнă вырăнта тата вăхăтра тĕл пулсан скандинави уттине кăмăллакансем.
Калининăри пĕтĕмĕшле практика врачĕ Нина Ильинична Федорова пуçарса янипе Ярмушка тăрăхĕнче кашни кунах каç пулттипе 7–8 çухрăм утаççĕ вĕсем. Малтанах иккĕн-виççĕн кăначчĕ. Ку йыша халĕ кашни кун 8–9 çын таранах тухать. Чи асли 65-ре. Н.Федорова «Утмăлтурат» ушкăнра юрлама-ташлама та ăста, хуçалăх та тытать, спортпа та туслă.
Чарăнусенче кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравлать тухтăр, сĕнÿсем парать. «Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», – теççĕ кунта утакансем.
Н.ТЕРЕНТЬЕВА.