03 апреля 2015 г.
Çурхи призыв кампанийĕ пуçланас умĕн Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ çар службинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе пĕлтĕр тата кăçал пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкернине пĕтĕмлетнĕ.
РФ Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – кашни гражданинăн сăваплă тивĕçĕ. Унтан пăрăнни саккуна пăсни шутланать. Айăплавăн чи çирĕп тĕсĕ – 2 çул таран ирĕкрен хăтарни. Çавăн пекех 200 пин тенкĕ таран штраф хума е 2 çул таран вăйпа ĕçлеттерме пултараççĕ.
Хĕсмете каяссинчен пăрăнакансем тĕлĕшпе пĕлтĕр 22 уголовлă ĕç пуçарнă (2013 çулта – 25, виçĕмçул –14, 2011-че –38). Ку çул пуçламăшĕнчен çакăн пек ĕçсем 3 пулнă.
2014 çулта явап тыттарнисем хушшинче – Канаш хулинчен тăваттăн, Шупашкар хулинчен тата Патăрьел районĕнчен виçшерĕн, Улатăрпа Вăрнар, Муркаш районĕсенчен икшерĕн, Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав, Етĕрне районĕсенчен пĕрер çамрăк. Пĕлтĕр судсене пăхса тухма 21 уголовлă ĕç ярса панă, кăçал – 3.
Ытти çулсенчи пекех, халĕ те чи анлă сарăлнă преступленисем – призывниксем Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн вырăнти органĕсене призывпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама килменни. Вĕсем çакна службăра тăрас килменнипе, çара кайса пĕр çула ахалех çухатас килменнипе ăнлантарнă. Теприсем тата повестка илсен çар комиссариатне çул тытас вырăнне Раççейĕн ытти регионĕсене ĕçлеме тухса тарнă.
2014–2015 çулсенче судсем çартан пăрăнакансене ытларах чухне штраф хурса айăпланă. Штраф виçи кашни ĕçпе тĕрлĕрен – 10 пинтен пуçласа 100 пин тенкĕ таран. Танлаштарма, 2013 çулта штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 1 миллион та 100 пин тенкĕ ытла пулнă, 2014-че – 700 пин тенкĕ, кăçалхи иртсе кайнă тапхăрта – 140 пин тенкĕ.
Пĕлтĕр уголовлă ĕçсем пуçарнă тĕслĕхсенче çамрăксенчен ытларах пайĕ ниçта та ĕçлемест, пĕри – предприниматель, тăваттăшĕн ĕç вырăнĕ пур.
Салтак аттине тăхăнассинчен сĕмсĕррĕн пăрăннăшăн уголовлă явап тыттарни çар тивĕçне пурнăçлассинчен хăтармасть. Енчен те штрафа вăхăтра тÿлесе татмасан айăплава татах та çирĕплетме, çав шутра ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ.
И.ПЕТРОВА.