04 апреля 2015 г.
Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта Литература çулталăкĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсем пирки шкулта тăван чĕлхене вĕрентекен Нина Петровна Иванова каласа пачĕ.
– Тăван чĕлхе хамăр халăха юратма вĕрентет, чун-чĕрере ăшă туйăмсем çуратать. Константин Васильевич Ивановăн кун-çулĕ кĕске килнĕ пулин те пултарулăхĕпе çырас ăсталăхĕ тĕнче уçлăхĕ пек вĕçĕ-хĕррисĕр анлă, нумай енлĕ. Вăл поэт та, драматург та, куçаруçă та, литература тĕпчевçи те. Çакнашкал пултаруллă çыннăн ĕç-хĕлне хаклама, çырса кăтартма йывăр. Ăна халалланă Литература çулталăкĕнче наукăпа практика конференцине ирттерме палăртрăмăр. Унта вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕрентекен Н.Чекушкинăпа Н.Иванова докладсем тăвĕç. Вĕсем монографиллĕ ĕçĕсенче поэтăн кун-çулĕпе литературăри ăсталăхне тарăннăн уçса парĕç.
Паллă поэтăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми тăрăх конкурссем, смотрсем, олимпиадăсем, куравсем йĕркелеме, вĕсене мĕнпур шкул ачисене хутшăнтарма йышăнтăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев: кашни шкул ачи Литература çулталăкĕнче çырас ăсталăхĕпе хăйĕн тÿпине хывтăр.
В.МОСКВИН.