01 апреля 2015 г.
Иртнĕ эрнере пĕр талăкра хамăр район территорийĕнче, Кÿкеç çывăхĕнче умлă-хыçлă пулнă хăрушă çул-йĕр инкекĕсем ниепле те пуçран тухмаççĕ. Пĕрремĕшĕнче лайăх палланă-пĕлнĕ, ыркăмăллă, ĕçчен çамрăк хĕрарăмăн тата тăххăрти хĕрачан пурнăçĕ татăлнă, аварие пула çурматăлăха юлнă хĕрпĕрчи аманнă. Иккĕмĕш инкекре харăсах тăватă çын вилнĕ, 17 çынна больницăна ăсатнă.
Мĕн тери хăрушă, синкерлĕ пулăм. Водительсен çăмăлттайлăхне пула миçе çемье нихçан сÿнми хуйхă тÿсрĕ, чĕрисенче нихçан хупланми йĕр хăварчĕ.
Пуçа ниепле те вырнаçманни вара – хамăр районти аварие йĕркелекенĕ руль умне ÿсĕр ларни, йĕркеллĕ пыракан машинăна пырса çапни.
Енчен те водитель ĕçмен, ĕçсен те çула тухман, е кăшт каярах, е маларах тухнă пулсан... Мĕн чухлĕ «енчен те»... Чи хăрушши вара – хĕрарăм хăйĕн тата юлташĕсен ачисемпе килне темиçе çухрăм кăна çитеймен...
Чăн та, юлашки вăхăтра водительсен культури питех хавшарĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ çул çинче пĕр-пĕрне çеç мар, çуран çÿрекенсене те пачах хисеплемест. Пысăк хăвăртлăхлă трассăра хирĕç килекен машинăна кура тăркачах ун умне сиксе тухать, «зебра» çинче çуран çÿрекене ирттермест тата ытти те.
Цифрăсем чуна çÿçентереççĕ – кăçалхи виçĕ уйăхра республикăра ÿсĕр водительсен айăпĕпе «юнлă» пилĕк авари пулнă. Пĕтĕмпе вара кунашкал тăрăмпа руль умне ларакансене пине яхăн тытса чарнă. Вăрнар районĕнче 43 протокол çырнă.
Икĕ уйăхра кăна Чăваш ен çулĕсем çинче 217 инкек пулнă, 26-ăн вилнĕ, 323-ĕн аманнă. Шел те, пирĕн район аварисен шучĕ икĕ хут ÿснĕ районсен йышĕнче. Кăçал çул-йĕр инкекĕсем саккăр çырăннă, иккĕн вилнĕ, вуннăн аманнă. Танлаштарма, пĕлтĕрхи ку тапхăрта ку цифрăсем 4-па, 0-пе тата 5-пе танлашнă.
Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем профилактика мероприятийĕсем чылай ирттереççĕ пулин те çăмăлттай водительсем хăйсене çул-йĕр инспекторĕсем асăрхамаççĕ тесе шутлаççĕ пулинех. Анчах та манас марччĕ – вĕçкĕнлĕх, каппайлăх нихăçан та ырă патне илсе çитермест...
В.НИКОЛАЕВ.