01 апреля 2015 г.
Çурт-йĕр фончĕ кивелсе пыни, çĕрĕшнĕ, авариллĕ çуртсене пĕтересси çивĕч ыйтусен шутĕнче. Çавна май çурт-йĕре тĕплĕ юсасси – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче тĕп задачăсенчен пĕри.
Раççей Федерацийĕн çурт-йĕр кодексĕн положенине пурнăçласа Чăваш Республикинче 2014 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсас программа ĕçлеме пуçларĕ. Федераллă тата республика саккунĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ çулхи декабрьтен харпăрлăх хуçисем çине юсавшăн взноссем хывас яваплăха хунă. Паян ку темăна халăхра уйрăмах анлă сÿтсе яваççĕ.
Патшалăх Канашĕн регионсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвĕ енĕпе ĕçлекен президиумĕн ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей субъекчĕсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕтĕмĕшле пурлăха тĕплĕ юсас программăна пурнăçлама хушнă. Паян ку ĕç мĕнпур регионта пырать.
Тĕплĕ юсавшăн камăн тата мĕншĕн тÿлемелле; Çак ыйту тавра пирĕн корреспондент республика правительствин вице-премьерĕпе – Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Олег Марковпа калаçнă.
– Чи малтанах, ку тивĕçе федераллă тата Чăваш Республикин саккунĕсенче палăртнă. Çурт-йĕр Кодексĕн 169-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юасама тÿлевсем хывассине харпăрлăх хуçисем çине хунă. Енчен те çуртăн пĕрремĕш хутĕнче магазин, банк, парикмахерски, офис вырнаçнă пулсан, вĕсене тытса тăракансен те пĕрлехи пурлăхăн юсавĕ валли укçа тÿлемелле.
Иккĕмĕшĕнчен, ку чи кирли – граждансен тĕплĕ юсав валли халех укçа «пухмалла», урăхла каласан юрăхсăра тухакан конструкцисене, инженери системине юсама-улăштарма, çурт тăррине тата путвала, фасада, никĕсе çĕнетме тÿлев хывмалла. Çуртсем ĕмĕрлĕх мар, ку ĕçсене паян-ыран пурнăçламах тивет. Тĕплĕ юсава вăхăтра ирттерни вара ун «ĕмĕрне» тăсать.
Тепĕр майлă каласан, нумай хваттерлĕ çуртсен харпăрлăх хуçисем уйрăм çуртра пурăнакансемпе танлашрĕç, пĕрлехи пурлăхшăн вĕсем хăйсем яваплă. Уйрăм çуртра пурăнакан çурт тăрри шăтса юхсан администрацине каймасть-çке, хăех юсать. Мĕншĕн тесен вăл унăн харпăрлăхĕ.
– Хваттер тÿлевĕн квитанцийĕнче «Çуртсене тытса тăрасси тата юсасси» йĕрке пур-çке. Унта тĕплĕ юсав ĕçĕсем кĕмеççĕ-им вара;
– Çук, кĕмеççĕ. Ку статьяпа укçа-тенкĕ нумай хваттерлĕ çуртри хальлĕн тумалли юсав ĕçĕсене ирттерме каять. Ун шутне конструкцисем, отделка, инженери оборудованийĕ юрăхсăра тухассине асăрхаттарассипе, çавăн пекех пĕчĕк юсавсăрлăхсене пĕтерессипе çыхăннă ĕçсем кĕреççĕ. Вăл шутра – никĕсĕн гидроизоляцине çĕнетни, вентиляци çулĕсене юсани, çурт элеменчĕсен сыпписене герметизацилени, блоксем тата стенасем çинчи, фасадри çурăк, катăк вырăнсене сапласси, стенан шăнакан вырăнĕсене ăшă тытмалла тăвасси, штукатуркăна тата облицовкăна çĕнетесси тата ытти те.
Тĕплĕ юсав тĕллевĕ – çурт юрăхсăра тухас процента чакарасси, хальлĕн тумалли юсав ĕçĕсен вара – çĕнĕрен палăракан çитменлĕхсене пĕтересси.
– Çĕнĕ çуртсенче пурăнакансен тĕплĕ юсавшăн мĕншĕн тÿлемелле-ха; Тĕплĕ юсав халех ыйтакан çуртсен вара мĕн тумалла;
– Çурт çĕнĕ пулсан, сумма пулас юсав валли пухăнать. Ăна вара 15–20 çултан пурнăçламаллах. Халех юсав ыйтакан çуртсене кĕске вăхăтлăх плана кĕртеççĕ. Вĕсене çулсерен муниципаллă пĕрлĕхсем йĕркелеççĕ, республика шайĕнче çирĕплетеççĕ. ,çсене харпăрлăх хуçисен, çавăн пекех муниципаллă, республикăн тата федераци бюджечĕн пĕрлехи укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ.
– Олег Иванович, хăш-пĕр çынсем паян пĕлсе тăрсах тÿлеве хывма килĕшменни вăрттăнлăх мар. Çакăншăн вĕсене мĕн кĕтет;
– Тĕплĕ юсавшăн тÿлевсем хывасси – Раççей Федерацийĕн саккунĕ ыйтни, унран граждансен пăрăнма юрамасть. Тÿлеве кашни харпăрлăх хуçин хывмаллах!
Тĕслĕхпе çирĕплетем. Федераллă саккунпа кашни харпăрлăх хуçи пурлăхшăн налук тÿлеме тивĕç. Енчен те ăна вăхăтра хывмасан, пени пухăнать. Тĕплĕ юсавăн схеми те çавнашкалах. Гражданин укçа тÿлемесен парăмçăсен списокне лекет.
Унсăр пуçне, ман шутпа, пирĕнтен кашниех ачисен пуласлăхĕшĕн шутлать. Эппин, мĕншĕн-ха çынсен тĕплĕ юсавшăн тÿлес е тÿлес мар ыйту сиксе тухмалла; Паллах, тÿлемелле. Капла эсир ачасен хăтлă малашлăхне тивĕçтеретĕр – вĕсем юсавлă çуртра пурăнĕç.
– Граждансем тĕплĕ юсав взносĕсем ырă мар чунлă чиновниксене «тăрантаракан» пулмасть-ши тесе пăшăрханаççĕ...
– Харпăрлăх хуçисен укçа-тенке пухма икĕ вариант пур: е банк счечĕ, е регионти операторсен счечĕ çинче. Пирĕн республикăри оператор – «Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсакан фонд» коммерцилле мар организаци. Учредителĕ – Чăваш Республикин Правительстви. Оператор укçа-тенке палăртнă çурта юсама тата харпăрлăх хуçисен ирĕкĕпе кăна тăкаклама пултарать. Çак йышăнăва çуртра пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕн протоколĕнче çырмалла. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче ЖКХ сферинчи тивĕçтерÿсен пахалăхне ÿстерес, ун ĕçĕн уççăнлăхне тĕрĕслес задачăна лартрĕ: «ЖКХ сферинчи лару-тăрăва яланах тĕрĕслевре тытмалла, «алă режимĕпе» йĕркелесе пымалла, кирлĕ пулсан йĕрке хуралçисемпе пĕрле тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла». Задачăсем лартнă, ĕç пырать.
– Граждансен ыйтусем çук мар. Тĕплĕ юсав пирки ăçта консультаци илме пулать-ши;
– Регионти операторĕн «вĕри лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ: 23-69-06, 56-12-65, 55-56-00, 55-56-01, 57-04-98. Çавăн пекех Строительство министерствинче 64-22-16 телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Пĕтĕм информацие www.remfond21.cap.ru сайтра та тупма пулать.