Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешлĕхре сÿнмест тăванлăх…

01 апреля 2015 г.

Ентешлĕхре сÿнмест тăванлăх…

Шăматкун Шупашкарти филармони залĕнче иртнĕ тĕлпулу Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă, пурнăçĕсене пирĕн районпа çыхăнтарнă çынсене пĕр сывлăшпа, пĕр туйăмпа сывлаттарчĕ. Ку вăл – нихăçан сÿнми тăванлăх, юлташлăх туйăмĕ.

Чăн та, кулленхи ĕçре, тăтăш чупу пурнăç йĕркинче пĕр-пĕрне курмастпăр та. Çавăнпа та уяв пуçланиччен урамра, фойере ушкăн-ушкăн хаваслă пупленине пăхма кăмăллă пулчĕ. Палланă-пĕлнĕ çынсем нумай. Çĕр çухрăма яхăн хыçа хăварнă пулин те каллех тăван çĕр çинче, Вăрнарта, пулнăнах туйăнчĕ. Кунтах – Вăрнар ĕçченĕсен апат-çимĕç продукчĕсен куравĕсем: аш-какай комбиначĕ, Калинино райповĕ техĕмлĕ çимĕçпе сăйланма сĕнеççĕ. Писательсем хăйсен кĕнекисемпе, спортсменсем çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ. Министрсем, министерствăсенче ĕçлекенсем, районти пуçлăхсем ентешсене алă тытаççĕ.

Вăрнар тăрăхĕ, чăн та, влаç органĕнче яваплă çынсем ларнипе мухтанма пултарать. Ял хуçалăх, Пурлăх, Çул-йĕр министерствисене вăрнарсем ертсе пыраççĕ: Сергей Павлов, Анатолий Кузьмин, Владимир Филиппов. Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕ Мăн Явăшран – Роза Кондратьева, Федераллă налук службин Чăваш енри ертÿçи Вăрнартан – Марина Петрова. Министерствăсен, территорири ведомствăсен заместителĕсенче тимлекенсем чылаййăн. Тĕрлĕ сферăри наука кандидачĕсем речĕпех...

Зала пухăннă пин ытла çынна, ытларахăшĕ хулара тĕпленнĕ – Вăрнар районĕн сулмаклă аталанăвĕ пирки илтме çав тери кăмăллă пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Чăвашкабельмет» обществăн – миллиардник-предприятисен – курăмлă çитĕнĕвĕсем, районта çĕклекен строительство объекчĕсем, пурнăçланакан курăмлă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Ентешлĕхе чăмăртас, аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнă çынсем – Леонид Тянгов, Вячеслав Галкин... – пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă пирки уява икĕ çул йĕркелемерĕç. Халĕ ун пуçĕнче те урăх çын тăрать ĕнтĕ – координаци канашĕ вăрнарсен «Туслăхне» ертсе пыма пултаруллă, пуçаруллă çамрăка, Кайри Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Васильева шаннă. Çак шухăша пĕтĕм зал ырласа çирĕплетрĕ.

Кăçал ентешлĕхе йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. Çавна май паллă пулăм тĕлне ятарлă медальсем хатĕрленĕ. Вăл вăрнарсене пĕр тĕвве пухас ĕçе тÿпе хывнă чылай çыннăн кăкăрĕ çинче ялкăшма тытăнчĕ.

Тепĕр тĕп пулăм – ентешлĕх çирĕплетнĕ Иван Ивник ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсене чысласси. Кăçал кăкăр çине çакмалли паллăна Мăн Турханти Николай Семенов сăвăç тата Кĕçĕн Кипек шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература учителĕ Нина Иванова тивĕçрĕç.

Вăрнарсен ÿсĕмлĕ ĕçĕсем, ырă хутшăнăвĕсем çинчен ытти район ентешлĕхĕсен ертÿçисем те палăртрĕç.

Тĕрлĕ ĕçре палăрнисем Чăваш Патшалăх Канашĕн, Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Волейболистсем, футболистсем, ишевçĕсем ентешлĕхсем хушшинче çĕнтернĕшĕн кубоксемлĕ, грамотăллă пулчĕç.

Филармони сцени çинче темиçе сехет Вăрнар тăрăхĕн пултаруллă çыннисен – паллă артистсен: Стас Владимиров, Людмила Семенова, Галина Скворцова, Валентина Смирнова, Мария Еланова, «Асамат», «Янташ» ушкăнсен, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, хамăр районти пултарулăх ушкăнĕсен: «Тивлет», «Утмăлтурат», Хăмăшри, Калининăри, ытти коллективсен – юрри кĕвви юхрĕ.  

Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕ пулнăран район çыравçисен сăнĕсемпе биографийĕсем экран çинче улшăнса тăчĕç.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ май, патриотизм темине те пысăк вырăн уйăрчĕç. Запасри полковник, Хăмăшри Валерий Кошкин чуна пырса тивмелле сăввине мăнаçлă вуларĕ. Олег Семенов гитарăпа фронтовиксене вăрçăра пулăшнă юрăсене вылярĕ. Калининăри кадет класĕ хăйĕн вальсĕпе тыткăнларĕ.

Паллах, залра хуçаланнă сывлăш, ыркăмăллăх, çĕкленÿлĕх туйăмĕсем пирки туллин çырса пама çук. Пĕр сăмахпа, вăл çав тери çÿллĕ шайра, савăнăçлă, асра юлмалла иртрĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика