Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча кĕнекин эрни

01 апреля 2015 г.

Çак эрне вун-вун ачана кĕнекепе туслаштарчĕ çеç мар, чылай çĕннине, кăсăклине пĕлме май пачĕ.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем ун йĕркипе театрализациленĕ курăмра, Кĕнеке патша майрипе, юмахри сăнарсемпе тĕл пулчĕç, сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, ребуссем шутларĕç, викторинăра тупăшрĕç.

Вĕсен 2-мĕш вăтам шкулти тантăшĕсем «Çĕр – пирĕн пĕрлехи çурт» экологи викторининче вăй виçрĕç. Çутçанталăк, чĕрчунсем çинчен çыракан авторсен кĕнекисемпе паллашрĕç.

Ача-пăча кĕнекин эрнинчи виççĕмĕш кун Православи кĕнекин кунĕнче, библиотекăра Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕпе Александр аттепе тĕлпулу иртрĕ. А.Панзин уяв, «Апостол» пĕрремĕш пичет кĕнеки, Библи историйĕ çинчен каласа кăтартнине кĕçĕннисем тимлесе итлерĕç. Тĕлпулура таса чун, православи уявĕсем пирки калаçрĕç, пачăшкă ырă мультфильмсем, фильмсем пăхма, вĕрентÿллĕ кĕнекесем ытларах вулама ыйтрĕ.

1-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсемпе «Çынна яланах тата пур çĕрте те шыв кирлĕ» калаçу иртрĕ. Вĕсем «Çутçанталăка пĕлекенсем» викторинăри ыйтусене хастар хуравларĕç. «Мăнаçлă Шыв» вăйă та вĕсенче пĕлĕве ÿстерме пулăшрĕ.

Ача-пăча кĕнекин эрнине пĕтĕмлетсе «Сире ырă юмаха чĕнетпĕр» литература уявĕнче ачасем пантомимăсен «Чĕлхесĕр кино», музыка, «Юмаха тăсатпăр» тата ытти конкурссене хутшăнчĕç. Вăл «Çарăк» юмаха çĕнĕлле лартнă инсценировкăпа вĕçленчĕ.

О.ИЛЬИНА,

ача-пăча литературин пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика