01 апреля 2015 г.
Республикăра туберкулеза хирĕç кĕрешмелли «Шурă ромашка» уйăхлăх старт илчĕ. Вăл апрелĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Çавна май Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта тата унăн Канашри филиалĕнче апрелĕн 4, 11 тата 18-мĕшĕсенче уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Унта сывлăха тÿлевсĕр тĕрĕслеттернипе пĕрлех врач-фтизиатр консультацине те илме пулать.
Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ илсе кăтартнă цифрăсем тăрăх, кашни 10 çеккунтра тĕнчере пĕр çын туберкулезпа чирлесе вилет* кашни çул тĕнчере пурăнакансен 1 процентне туберкулез ерет* шала кайнă туберкулезпа асапланакан кашни çын çулталăкра 10–15 çынна чир ертет* туберкулез ернисен 80 проценчĕ çак чирпе 15 çултан пуçласа 49 çула çитиччен чирлет.
Туберкулез – инфекци чирĕ. Ăна микобактерисем пуçарса яраççĕ. Туберкулез чĕрнесемпе çÿçсĕр пуçне пĕтĕм органа сиенлет. Ытларах чухне – ÿпкене, сайрарах – шăмăсене, шăмă сыпписене, пÿрене амантать.
Туберкулез мĕнле ерет? Шала кайнă туберкулезпа чирлекенĕн ÿсĕрнĕ, калаçнă чух сурчăкĕ тĕрлĕ çĕрелле сирпĕнсе сывă çыннăн организмне лекет. Тусанра микобактерисем нумай вăхăт упранма пултараççĕ. Çавăнпа та туберкулезпа чирлисен пÿлĕмĕсене кашни кун çуса тасатмалла.
Чирлĕ çыннăн алшăллипе шăлăнсан, вырăнĕ-таврашĕпе, чашăк-кашăкĕпе усă курсан та инфекци ерес хăрушлăх пысăк. Чуптунипе ал пани те çак чир сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Туберкулезпа чирлĕ выльăх-чĕрлĕхĕн тата кайăк-кĕшĕкĕн продукцийĕсене (сĕт, аш, çăмарта) çисен те инфекци ерет.
Туберкулезпа ытларах чухне япăх апатланакан, тăтăшах шăнса пăсăлакан, алкогольлĕ шĕвексене ĕçекен, чĕлĕм туртакан çынсем асапланаççĕ. Çавăн пекех сахăр диабечĕпе, хырăмлăх çĕрнипе тата ÿпкепе вăрах чирлени те инфекцие аталанма пулăшать.
Уйăх ытла тăсăлакан ÿслĕк, час-часах нÿрлĕ манка сурни, кĕлетке йывăрăшĕ чакни, температура ÿсни, хăвăрт ывăнни çынна сисчĕвлентермелле. Кăкăр кăшкарĕн органĕсене флюорографи тĕпчевĕ тунă пулсан та васкасах рентгенографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Инфекци чирне чи малтанхи тапхăртах тупса палăртас тесе ачасене тата яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа кашни çулах Манту туса тĕрĕслеççĕ. 15 çултисенчен тытăнса кăкăр кăшкарĕн органĕсене флюорографи меслечĕпе тĕпчеççĕ. /пкепе, эндокрин тата апат ирĕлтерекен системăсемпе вăрах чирлекен, ВИЧ-инфекцийĕсем ернĕ çынсен, медицинăра, ача-пăча учрежденийĕсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансен, студентсен кашни çулах пĕр хутчен флюорографи тăмалла. /пкери чи пĕчĕк улшăнусене те çак тĕрĕслев тупса палăртать. Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе тачă çыхăну тытакансен врач-фтизиатр патне тăтăш çÿремелле.
Асра тытăр: вăхăтра больницăна кайсан туберкулезран сывалма пулать. Инфекци чирĕ ан ертĕр тесен ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, гигиена правилисене пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс черетлемелле, флюорографи тухмалла.