Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чарусене пăхăнман

01 апреля 2015 г.

2011 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккун юсану учрежденийĕсенчен ирĕке тухнă çынсене административлă асăрхавра тытассине йĕркелет. Унтах ку ушкăнри граждансен тĕрĕслев тапхăрĕнче мĕнле чарусене уямаллине те çырса кăтартнă. Вĕсем ансат, чăннипех юсанас, саккунпа килĕштерсе пурăнас текенсем валли йывăрлăх çук.

Чăрăш Ишекри В.Макаров тĕлĕшпе те, вăл колонирен пĕлтĕрхи апрелĕн 29-мĕшĕнче тухнă, Шупашкар район сучĕ административлă асăрхав çирĕплетнĕ: тивĕçлĕ службăсен тимлĕхĕнче унăн икĕ çул пулмалла. Çак вăхăтра В.Макаровăн уйăхра икĕ хутчен полици пайне регистрацие килсе тăмалла тата 22 сехетрен 6 сехетчен килтен тухса çÿреме юраман. Арçынна суд йышăнăвне уçăмлăн ăнлантарнă, административлă асăрхавран пăрăннăшăн уголовлă явап тыттарассине те пĕлтермесĕр хăварман – çакăн çинчен вăл хăех алă пуснă хут та пур.

Куратпăр, чарусем пачах та кăткăс мар. Апла пулин те В.Макаров вĕсене пĕрне те пăхăнма шутламан. Шалти ĕçсен органне виçĕ кунта мар, виçĕ уйăхран та килсе курăнман – хăйне ял урамĕнче полици сотрудникĕсем çулса иличченех, августăн 6-мĕшĕччен. Темиçе уйăх вăл тăван килĕнче те пурăнман, пĕлĕшĕ-паллакансем патĕнче çÿрекеленĕ. Яла таврăнсан 2–3 кунтан ĕçлеме тесе Мускав облаçне тухса кайни паллă, июль вĕçĕнче кăна Чăрăш Ишеке тупăнса килнĕ. Полици пайĕнче вара, административлă асăрхавра тăмалли гражданин çухалнине кура, ăна оперативлă шырава тăратма ĕлкĕрнĕ.

Августăн 6-мĕшĕнче йĕрке хуралçисем В.Макарова «Вурнарский» пая илсе килнĕ май, чарусем çинчен тепĕр хутчен асăрхаттарнă. Анчах çакна вăл хальхинче те çăмăлттайла йышăннă – августăн 26-мĕшĕнче регистрацире каллех пулман.

Йĕркене уяса пурăнас теменнисем тĕлĕшпе саккун çирĕп. В.Макарова та Вăрнар район сучĕн йышăнăвĕпе 5 уйăхлăха колоние каялла тавăрнă.

В.СЛЫШОВА,

Раççей Шалти ĕçсен министерствин

«Вурнарский» пайĕн дознавателĕ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика