Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поселок шăпи ют мар

28 марта 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çамрăк активпа пухăнасси ырă йăлана кĕчĕ.

Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулура районти учреждени-предприятисенче тимлекенсем тĕрлĕ çивĕч ыйтăва çĕкленĕччĕ. Чылайăшĕ поселок аталанăвĕпе çыхăннă. Çавна май хальхинче пухăва Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхне Анатолий Старовойта та чĕннĕ.

Çамрăк ашшĕ-амăшĕ иртнинче 4-мĕш тата 5-мĕш ача сачĕсем çывăхĕнче автомашинăсем лартма, çаврăнса тухма май çуккишĕн пăшăрханнăччĕ. Анатолий Васильевич кунта площадкăна çитес çул анлăлатма, асфальтлама палăртнине пĕлтерчĕ.

Декабрьти ытти ыйтусене илес пулсан, Вăрнарти 2-мĕш шкул умĕнчи трассăри тимĕр хуралтăсене сÿсе илнĕ, Хĕвелтухăç микрорайонĕнче аптека уçасси, банкомат вырнаçтарасси хальлĕхе экономика тĕлĕшĕнчен тухăçлă маррипе тытăнса тăрать. Калининăра та ку ыйту çивĕч.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Хĕвелтухăç микрорайонĕнче çутă çук тесе çăхавлани тĕрĕс мар пулнине палăртрĕ. «Энергостроймонтаж» предприяти ку енĕпе кунта пысăк ĕç пурнăçланă.

Советски урамĕнчи автомобильсен çÿревĕ ытла та вăйлă пулнипе ăна çуран çÿрекенсем валли кăна хăварас шухăш та çуралчĕ ларура.

Таксистсем хăйсен машинисене «Огонек» ресторан, «Малинка» лавка умне иртсе çÿремелле мар лартса тултарни те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ытти автомашинăсене чăрмав туса хуни çеç мар, вĕсем хăйсем хыççăн çÿп-çап, чей-кофе стаканĕсем, хĕвелçаврăнăш хуппи тата ытти те – хăварни вăрттăнлăх мар. Поселока аталантарма укçа-тенкĕ çителĕксĕртерех, мĕншĕн çав таксистсенченех аренда укçи илмелле мар.

Вăл укçапа, сăмахран, тротуарсем ытларах юсама май килĕччĕ. Кăçал К.Маркс урамĕн тăваткалĕнчен Илларионов урамĕ таран Советски урамĕнче, автовокзалтан тытăнса Луговая урам таран, Вăрман тăкăрлăкĕнче тротуарсем çĕнелмелле. Майăн 9-мĕшĕччен Советски тата К.Маркс урамĕсенчи шăтăк-путăксене юсамалла. Кăçал çавăн пекех çул-йĕр паллисене çĕнĕрен чылай вырнаçтарма палăртнă. Сăмах май, Советски урамне кăна пĕтĕмпе 41 паллă кирлĕ.

Пăр катокĕпе те ыйтусем çук мар. Финасировани уçассине халĕ те татса паман-ха. Çавна пулах медслужба йĕркелемен, тренерсем пĕчĕк укçапа ĕçлесшĕн мар.

Çамрăксене çавăн пекех поселокра санкцилемен çÿп-çап куписем нумайланни те пăшăрхантарать. Леонид Николаев уйрăм секторта пурăнакансем йăлари каяшсене илсе тухнишĕн укçа тÿлесшĕн маррине палăртрĕ. Хăйне автотрасса хĕррине лартса хăваракан çÿп-çап пакечĕсем хытах тарăхтарнине пĕлтерчĕ.

Ку ыйтăва эпир хаçатра та çутатнăччĕ. Уйрăм çуртсенче пурăнакансем çÿп-çапа нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи контейнерсене киле-киле пăрахаççĕ. Капла лайăх-çке – ăна илсе тухнăшăн хваттерсенче пурăнакансем тÿлеççĕ вĕт...

Тĕлпулура çавăн пекех Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне хатĕрленсе ирттересси, ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси тата ытти пирки те каларĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика