Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч

28 марта 2015 г.

Çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч

Юлашки вăхăтра ялсенче, ĕç коллективĕсенче халăх çулсем пирки пăшăрханса калаçнине тăтăшах илтме тÿр килет. Ку ыйтăва татса парас тĕллевпе малашлăхра мĕнле те пулин йышăнусем тунă-и; Ку тата ытти ыйту тавра Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Владимир ФИЛИППОВПА калаçатпăр.

– Республика, вăл шутра Вăрнар районĕнчи çулсем, миçе çухрăма тăсăлаççĕ-ши; Килĕшетĕр пулĕ, пирĕн район çулĕсем чаплах мар. Уйрăмах Вăрнартан Кĕçĕн Кипек тăваткăлне çитекен трасса юхăнсах кайнă. Ăна юсас ыйтăва татса парĕç-и;

– Чăваш енре пурте усă куракан автомобиль çулĕсем 12253,13 километр, 329,074 километрĕ – федераллă, 1540,256 километрĕ – регионаллă тата муниципалитетсем хушшинчи, 10383,8 километрĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем.

Вăрнар районĕнче автомобиль çулĕсен сечĕ 702,002 км йышăнать, вĕсенчен 119,402 км – республика, ытти вырăнти çулсем. Регионти тата муниципалитетсем хушшинчи автоçулсене тытса тăрасси патшалăх контракчĕн условийĕсемпе килĕшÿллĕн тата укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрнине кура пурнăçланать. Сăмахран, Вăрнар – Упи – Красноармейски трассăна автомобиль çулĕсене тытса тăма пăхнă укçапа юсанă.

Хальхи вăхăтра асăннă çул лаптăкне «Чăвашавтодор» АУО-н Вăрнарти филиалĕ (ДРСУ) пăхса тăрать. 2015 çулта ку трассăна тĕплĕн юсама планланă.

– Пирĕн районта кăçал хăш çулсем çĕнелĕç тата çул-йĕр тума мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклама пăхнă;

– Граждансем хăйсем пурăнакан вырăнти çулсем япăхланни çинчен Чăваш ен Пуçлăхне пĕрре кăна пĕлтермен. Михаил Васильевич çынсен ыйтăвне тимлĕхе илчĕ, вăл хушнипе 2015 çулта ялсем хушшине вак чул сарнă çулсем хăпартма йышăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе Вăрнар районĕнче пурте усă курмалли вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем тума 3679,882 пин текнĕ яма пăхнă. Автоçулсем Вăрманкас, Шăхаль, Енĕш, Упнер тата Хăмăш ялĕсенче çĕкленме тытăнмалла. Çавăн пекех Юпшик Ялтăрари Малиновая тата Заречная урамсенче 2013 çулта пуçланă ĕçсене малалла тăсма 2432 пин тенкĕ уйăрнă.

– Тепĕр чухне çул-йĕр пахалăхĕ ытлашшиех тивĕçтермест. Строительсен ĕçне çирĕп тĕрĕслесе тăрас йĕрке пур-и;

– Хула строительствин кодексĕпе килĕшÿллĕн объект строительствине заказчикĕн, строительство организацийĕн тĕрĕслесе тăмалла.

Енчен те технологие пăхăнманнине, пахалăхсăр строительство материалĕсемпе усă курнине тупса палăртсан çитменлĕхсене пĕтерессипе предписани çыраççĕ. Заказчик куншăн, çавăн пекех контракт условийĕсене пурнăçламаншăн подрядчик тĕлĕшпе штраф санкцийĕ хума е контракта пăрахăçлама пултарать.

Патшалăх (муниципаллă) контарктĕнче автоçулпа усă курнă чухне строительствăн пахалăхсăр енĕсем гарантипе палăртнă вăхăтра тупăнсан вĕсене пĕтерессине строительство организацийĕ хăй çине илессине кăтартнă.

Строительство, реконструкци тата юсав енĕпе контракт условийĕсене пурнăçламасан тавлашуллă ыйтăва судра пăхса тухĕç.

– Раççейри çулсем тĕнчере чи хакли теççĕ. Пĕр километр шоссе сарасси миçе тенке кайса ларать-ши;

– Асфальтпа бетонлă е ытти типлă сийлĕ пĕр километр çулăн хакне Чăваш Республикин строительствăри экспертиза тата хаксен йĕркеленĕвĕн центрĕ çирĕплетнĕ материалсен хакне кура палăртаççĕ. Çавăн пекех çул миçе тенке кайса ларасси ун категорийĕнчен, çул-йĕр «тумĕн» конструкцийĕнчен, вĕсем çинче искусствăлла сооруженисемпе кĕперсем пурри е çуккипе çыхăннă. Сăмахран, Чăваш Республикинче автомобильсем сахал çÿрекен çулсем тăвас проект тăрăх ялсенче вак чул сарса çĕклеме палăртнă çулсене вырăнти карьерсенчи материалсемпе усă курни çул строительствин хакне чакарма май парать.

– Малашне автомобиль çулĕсем сарассине тата реконструкцилессине йăлтах федераллă бюджет хăй çине илет тенине илтнĕччĕ. Çаплах-и ку;

– Ку информаци тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен федераллă бюджетра пăхнă укçа-тенкĕ федераллă пĕлтерĕшлĕ çулсем çине каять. Чăваш Республикин бюджечĕн (çул-йĕр фончĕ) укçи-тенки вара – регионти тата муниципалитетсем хушшинчи çулсем çине. Вырăнти бюджетăн, паллах, муниципаллă район территорийĕнчи çулсем валли. Республикăн çул-йĕр фондне транспорт налукĕ тата нефтепродуктсен акцизĕсемшĕн хывакан тÿлевсем йĕркелеççĕ. Федераллă бюджетран уйăракан субсидисем, паллах, пысăкрах ĕçсем пурнăçлама май параççĕ.

Çак уйăхра Раççей Правительстви «Транспорт тытăмне аталантарас» патшалăх программине пурнăçа кĕртес мероприятисен йĕркипе субъектсенче çул-йĕр хуçалăхĕ валли укçа-тенкĕ уйăрма йышăнăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикине 566428,6 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

– Калаçушăн тав.

С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика