28 марта 2015 г.
Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн республикăра юлашки çулсенче наркоманипе чирлисен шучĕ чакса пынине палăртнă. Ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче те, пĕтĕмĕшле Раççейре те эпир лайăхрах кăтартусемпе палăрса тăратпăр. Наркотикпа çыхăннă преступленисене туллин уçса пама тăрăшни, сывă пурнăç йĕркине анлăн сарни, спорта аталантарни, ытти йышши профилактика тата сиплев майĕсем кирлĕ ĕçре пулăшаççĕ. Анчах çивĕч ыйту тата тăрăшуллăрах пулма хистет.
Статистика кăтартăвĕ тăрăх, республикăра наркоманипе ытларах арçынсем чирлĕ. Усал наркăмăша уйрăмах пысăк хуласенче сутни палăрать. Ахаль те йывăр лару-тăрăва кулленхи пурнăçа çĕнĕ йышши синтетика наркотикĕсем кĕрсе пыни кăткăслатать. Пĕлтĕр вĕсемпе усă куракансен шучĕ ÿснĕ. Кунашкал наркотик çамрăксене илĕретет. Çавăнпа ларăва хутшăннисем яш-кĕрĕм хушшинче профилактика ĕçне вăйлатма йышăннă, республикăра наркотиклă ÿсен-тăран вырăнĕсене пĕтермелли плана çирĕплетнĕ.