28 марта 2015 г.
Юлашки çулсенче ялсенче урамсенчи чылай йывăçа касрĕç. Çунатлă туссем валли сырăшсем, шăнкăрч йăвисем тăвас йăла та манăçа тухма пуçларĕ.
Вăрман Кипекре те акă ку енĕпе ĕçлекенсем вуçех юлман тесен те йăнăш мар.
– Шăнкăрчсем пĕр пÿрт кĕтессинче вырăн тупма тăрăшнине курсан чĕре ыратса кайрĕ, – терĕ вырăнти шкулти ĕç учителĕ Валерий Васильевич Петров.
Çакна курах ĕнтĕ вăл 8-мĕш класра вĕренекенсене ĕç урокĕнче çунатлă туссем валли «пÿртсем» ăсталаттарнă.
Хăйĕн пахчинче ку кайăксем кашни çуркуннех хаваслă юрăсем шăрантарççĕ. Халĕ шăнкăрчсем ачасем пулăшнипе шкул стадионĕнчи хурăнсем, килсенчи йывăçсем çине те иленĕç.