Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экстремистла материалсемшĕн

28 марта 2015 г.

Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри управленийĕн следователĕсем тата Шалти ĕçсен республикăри министерствин экстремизма хирĕç кĕрешессипе тимлекен центрĕн сотрудникĕсем пĕрле ĕçленипе ку ушкăнри тепĕр преступление уçса пама май килнĕ. Çавна май Канашри следстви пайĕ ку хулара пурăнакан, вырăнти заводра электрогазосварщикре ĕçлекен 21-ри çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви çакăн пек версие тишкерет. Палăртнă тăрăх, 2012 çулхи апрельте тата пĕлтĕрхи сентябрьте çамрăк хăйĕн компьютерĕнчен социаллă сетьри аккаунтĕнче икĕ видео вырнаçтарнă. Вĕсем, экспертиза пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн, нацисем хушшинчи курайманлăха, хирĕçÿсене çуратас тĕллевлĕ. Кунсăр пуçне видеосенче экстремистла ĕçсене тума чĕнсе калани те пур. Хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

И.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика