28 марта 2015 г.
Чăваш Республикин прокуратурин хушăвĕпе район прокуратури вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене апат çитерессине мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ.
Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта акă столовăй валли апат-çимĕç тивĕçтерсе тăма уйрăм предпринимательпе муниципаллă контракт çырнă. Контракта тишкернĕ май федераллă саккуна пăсни палăрнă. 2015 çулхи февральтен пуçласа предприниматель хăй тĕллĕнех аш продукцийĕн хакĕсене ÿстернĕ, анчах вĕрентÿ учрежденийĕ контрактăн продукци хакне çирĕплетекен условийĕсене пурнăçланине тимлĕхе илмен.
Кунсăр пуçне районти 10 шкул директорĕ апат-çимĕç продукчĕсене йышăнни çинчен актсене алă пуснă. Чăннипе вара продукцие актсенче кăтартнă виçепе туллин тивĕçтермен, мĕншĕн тесен вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе партипе кÿрсе килеççĕ.
Çитменлĕхсене шута илсе район прокуратури район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени тăратнă.
Д.МИХАЙЛОВ,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
3-мĕш класлă юрист.