28 марта 2015 г.
Чăваш Республикин прокуратурин хушăвне пурнăçласа район прокуратури хамăр тăрăхра çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче федераллă саккуна пăснă тĕслĕхсем çиеле тухнă.
Районта акă «Сервис» производство кооперативĕ хуçалăх ĕç-хĕлне пурнăçлать, çавна май тавралăха сиенлĕ витĕм кÿрет. Анчах производство кооперативĕ тавралăха сиен кÿнĕшĕн 2014 çулхи 2, 3, 4-мĕш кварталсемшĕн тÿлевсене саккунпа пăхнă вăхăтра хывман. Ку укçана тĕрĕслев пуçлансан кăна тÿлеме тытăннă.
Производство кооперативĕн председателĕ тĕлĕшпе РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.41-мĕш статйипе производство пуçарнă. Ăна ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине пăхса тухма ярса панă.
И.МИФТАХУТДИНОВ,
Вăрнар район прокурорĕ юстици аслă советникĕ.