Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх мар тăлăхсем е Телейлĕ ачалăхшăн ашшĕ-амăшĕ яваплă

28 марта 2015 г.

Тăлăх мар тăлăхсем е Телейлĕ ачалăхшăн ашшĕ-амăшĕ яваплă

Вăрнарта «Чăваш ен – тăлăхсемсĕр» автокараван иртрĕ

Çемьесĕр, ашшĕ-амăшĕн юратăвĕсĕр, ачашлăхĕсĕр юлнă ачасем çинчен пĕрре мар çырнă. Çакнашкал кашни тĕслĕх уйрăм тимлĕх ыйтать. Мĕншĕн тесен ачан инкекĕ никама та шухăшсăр хăвармалла мар.

Социаллă тăлăхлăха пĕтерес тĕллевпе республикăра, районта пысăк ĕç пурнăçланать. Яваплă органсем сигнал килекен кашни тĕслĕхе тĕрĕслеççĕ. Шел те, нумай чухне ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнипе, воспитани парассине тимлĕх уйăрманнипе пĕчĕк ачасем нушаланса пурăнни çиеле тухать.

Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Алина Алексеева илсе кăтартнă цифăрсем шута яраççĕ, тăван çемьесĕр юлнă 136 ачаран 96-шĕ – ашшĕ-амăшĕ пур çĕртен тăлăхсем. «Кĕçĕннисен телейлĕ ачалăхĕ – пирĕн, аслисен, ашшĕ-амăшĕн, тÿрĕ тивĕçĕ», – терĕ вăл.

Паянхи пурнăçпа килĕшсе те тăмасть пек, анчах пирĕн хушăра ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлеменнипе, выльăх-чĕрлĕх тытманнипе, ку лару-тăрура та алкоголĕн пысăк тусĕсем пулнипе ывăл-хĕрне тумлантарма мар, çăкăр çитерме те пĕр пус укçа çук çемьесем пур. Пуçа вырнаçман хăрушă пулăм.

Паллах, кунашкал тĕслĕхсем çинчен пĕлтерсен тивĕçлĕ органсем çийĕнчех вырăна тухаççĕ. Сывлăх енчен сиплев кирлĕ пулсан ачасене районти тĕп больницăна вырнаçтараççĕ. Çула çитмен ачасемпе ĕçлекен район администрацийĕн секторĕ акă пĕлтĕр 101 хутчен тĕрĕслев ирттернĕ. Ăнăçсăр çемьесен даннăйĕсем электронлă базăра йăлтах пур.

Асăннă сектор пархатарлă тĕллевсене «йĕрлет». Ывăл-хĕрне пĕчĕкренех нушана, тăлăхлăха кĕртсе ÿкернĕ çемьесенчен ачисене туртса илессине пĕрремĕшле задачăсен йышне лартмасть, вĕсенче ачисене воспитани парас тĕлĕшпе хутшăнусене улăштарма пулăшать. «Кирек мĕнле пулсан та ача тăван çемьере çитĕннине нимĕн те çитмест. Ашшĕ-амăшĕпе калаçни ăнланулăх, ырă витĕм кÿнĕ тĕслĕхсем пур пулин те социаллă тăлăхлăха вуçех пĕтерессипе ĕçлемелли пур-ха», – терĕ сектор заведующийĕ Андрей Матвеев районта ачасен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесем те пуррине пĕлтерсе.

Социаллă тăлăхлăха чакарас ĕçре, паллах, тăван çемьене улăштаракан, йышăну çемйисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. ,çкĕç, ним шухăшсăр ашшĕ-амăшпе тулаш сăлтавсене пула тăлăха юлнă ачасене хăйсен çунатти айне илнĕ çемьесем районта сахал мар. Вĕсем çак ачасен телейĕшĕн пĕлтерĕшлĕ, пысăк ĕç туни Вăрнар районĕнче иртнĕ «Чăваш ен – тăлăхсемсĕр» автокараванра аван курăнчĕ.

Усрав çемьесенче хÿтлĕх тупнă ачасем тутă, ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ çеç мар, ал ĕçĕсене те, пултарулăха та хăнăхаççĕ. Мероприяти тĕлне Хурăнсур Çармăсри Кузьминсем, Ярмушкари Муруковсем, Элмен Сунарти Фоминсем, ыттисем çыхнă, тĕрленĕ, ăсталанă, çĕленĕ экспонатсенчен курав йĕркеленĕ.

Муруковсем кăмăла çĕклекен спорт ташшипе, юрăпа тĕлĕнтерчĕç. Вика Кузьмина, Кристина Юдина, Наталья Евдокимова, Татьяна Ефимова юрă-ташă-сăвă парнелерĕç. «Асамат» ушкăнра мăшăрĕпе пĕрле юрлакан Валерий Кузьмин та йышăну çемйинче çитĕннĕ. Вăл амăшне, йăмăкĕ-шăллĕсемпе пĕрле ултă ачана хăй хÿттине илсе çитĕнтернĕ Екатерина Варсонофьевнана, чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав туни, пырса ыталани çывăх çыннине кăна мар, залра ларакан мĕнпур çынна куççульлентерчĕ.

– Мĕн тери ырă акци. Ачасен ыйтăвĕсем çине тимлĕхе уйăрма вĕрентет, – палăртрĕ мероприяти пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов районта тăлăхсен ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерсе. Пĕлтĕр вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе 30 хваттерлĕ çурт хута янă, черетре – 12 хваттерлĕ хăтлă çурт. «Тăлăхсен шутне чакармалла çеç мар, вĕсен шутне йĕркелекен сăлтавсене вуçех пĕтермелле», – терĕ вăл йышăну çемйисен ырă ĕçне пысăка хурса хакласа.

Опекун, йышăну, инвалид пур ачасене психологипе педагогика пулăшăвне парасси те уйрăм тимлĕхре. Районта акă ку тĕлĕшпе стажировка площадки йĕркеленĕ, унта çемьесенче сиксе тухакан ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ. Районти диагностикăпа консультаци центрĕ семинарсем, çавра сĕтелсем, вĕрентÿллĕ тренингсем йĕркелет. Декабрьте йышăну çемйисем валли иртнĕ «Эпир пĕрле» тренинг акă районти пĕр тĕллевпе пурăнакан ашшĕ-амăшне хÿтте илнĕ ачасене воспитани парас ĕçри опытпа паллашма май панă.  

Центр ачасем хушшинче ирттернĕ «Аннене – парне» творчество конкурсне кунашкал çемьесенчен чылай ĕç килнĕ. Çĕнтерÿçĕсене Оксана Октябрьская директор грамотăсемпе чысларĕ.

Паллах, ачасене воспитани парас ĕçре шкулсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çемьесемпе пĕрлешсе ĕçлесси пирки вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Маргарита Тихонова чарăнса тăчĕ.

Республикăри психологипе педагогика реабилитацийĕн тата коррекцийĕн центрĕн педагог-психологĕсемпе социаллă педагогĕ ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, шкулсен ĕçченĕсемпе секцисене уйрăлса воспитани парас ĕçри конфликтлă лару-тăрусенчен тухмалли мелсене шырарĕç.

Çак ĕçсем, паллах, питĕ кирлĕ. Кунран та ытла ачасен савăнăçлă сăн-питне, ачасем опекунсем, усрав амăшĕсем çумне тĕршĕннине, ыталанине курни чĕрене хускатрĕ. Вĕсем çине пăхсан ирĕксĕрех çакнашкал шухăш çуралать – тăван çемьере нушара, выçăллă-тутăллă çитĕниччен, çуратнă çыннисен ăшшине курмасăр ÿсиччен, тен, тепĕр çемьере телейĕ-савăнăçĕ те ытларах;..

С.ЧИКМЯКОВА.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика