28 марта 2015 г.
Вăрнар район администрацийĕ çумĕнчи çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унта район прокурорĕн помощникĕ Д.Михайлов та хутшăннă. Ларура ачасемпе çамрăксем тĕлĕшпе административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсене, ывăлĕ-хĕрĕсене воспитани парас тивĕçе пурнăçламан ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе пуçарнă производствăсене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне наркотиклă, пуçа минретекен япаласемпе усă куракан çамрăксене палăртассипе профилактикăн мĕнпур субъекчĕсен пĕрле тачă çыхăнура ĕçлемелли пирки те калаçу пынă.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен инспекторĕ районти ачасемпе çамрăксем хушшинчи преступность шайĕпе паллаштарнă.
Л.СПИРИДОНОВА,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
юстици кĕçĕн советникĕ.