28 марта 2015 г.
Амăшĕн капиталĕпе тĕллевлĕ мар усă курассине асăрхаттарас тĕлĕшпе саккун йышăннă.
Улшăнусем укçа-тенкĕпе пурнăç условийĕсене лайăхлатма ярас енĕпе çыхăннă. Çĕнĕ саккунпа çурт-йĕр туянас е çĕклес тесен сертификат хуçисем кредит организацийĕпе, потребительсен кредит кооперативĕпе, çавăн пекех ипотека килĕшĕвĕпе яваплăха тивĕçтерекен ытти организаципе кивçен килĕшĕвне тума пултараççĕ. Ку перечене микрофинанс организацийĕсем кĕмеççĕ.
Унсăр пуçне, потребительсен кредит кооперативĕсем тĕлĕшпе чикĕлĕх мерисем пур, амăшĕн капиталĕпе вĕсене организаци патшалăх регистрацине тунăранпа виçĕ çул иртсен кăна ĕçлеме ирĕк параççĕ.
Саккун çавăн пекех Раççей Пенси фончĕн полномочийĕсене те анлăлатнă. Маларах специалистсем документсен тĕрĕслĕхне сертификата илнĕ чухне кăна тĕрĕслеме пултарнă пулсан, халĕ – амăшĕн капиталĕпе усă курма заявление çырсанах.
Çак мерăсене мушенникла схемăсенчен сыхланас тата патшалăх укçи-тенкипе тĕллевсĕр усă курассинчен асăрхаттарас тĕллевпе йышăннă.
Аса илтерме, саккунпа килĕшÿллĕн сертификатпа 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуратнă иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн кирек хăçан та усă курма юрать.
Вăрнар районĕнче сакăр çулта 1736 ашшĕ-амăшĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ. 944 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатнă.
2015 çулта амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин те 26 тенкĕпе танлашать.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕ.