28 марта 2015 г.
Ăна çур ĕмĕре яхăн, 1962 çултанпа пĕлетĕп. Эп ун чухне Вăрнар район хаçачĕн штатри сотрудникĕ, вăл – халăх депутачĕсен Элĕк райĕçтăвкомĕн председателĕ. «Çĕнтерÿ ялавĕ» («Çĕнтерÿ çулĕн» çав вăхăтри ячĕ) пĕрлештернĕ виçĕ район валли тухатчĕ те (Вăрнар, Элĕк, Йĕпреç районĕсем) мана Сурăм тăрăхĕнчи колхозсене хăваларĕç. Йĕрки çаплаччĕ, командировка тĕллевĕсем пирки малтан район пуçлăхĕсене евитлемелле.
Александр Анисимович мана сĕтелĕ хушшинчен тăрса хирĕç тухса алă тытрĕ, оргпай пуçлăхне чĕнсе илчĕ, вырăнта ăнланса пулăшнăран редактор панă заданисене пурнăçламашкăн мана йывăр пулмарĕ. Япшар сăнлă тăп-тăп çăмăл кĕлеткеллĕ пуçлăх çав кунран асра юлнă. А.Селенин паян кунчченех çавăн чухнехиллех вашават-тарават кăмăллă. Вăл Вăрнар райĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ çулсенче те ун патне пĕрре мар кĕрсе тухнă. Сурăмран фельетонпа таврăннăшăн мана кÿренмерĕ, критика çырма хăйĕнчен тема сĕнни те пулкаланă.
Патăрьел каччи район центрĕнчи педучилищĕрен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Нумай вĕреннĕ. 1942 – 1945 çулсенче Мускаври Çар округĕнче снайперсен шкулĕн курсанчĕ, взвод командирĕн помощникĕ. 1945-мĕшĕнче Горький хулинчи зенитлă артиллери курсанчĕ, çав çулах малалла Бакури Тинĕс-Çар училищинче вĕренет. 1950 – 1952 çулсенче комсомолăн Мускаври Тĕп шкулĕн студенчĕ. Тепĕр икĕ çул хушши (1958 – 1960) пĕлĕвне партин Тĕп Комитечĕн Мускаври аслă шкулĕнче ÿстерет. Шупашкарта Чăваш патшалăх пединститутне тата ялхуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ.
Ĕçĕ-хĕлĕ, паллах, вĕреннине кура тиенсе-улшăнса пынă. Учительте Тăрăнри вăтам шкулта, Патăрьелĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта тăрăшнă. 1948 çултан комсомолпа парти ĕçĕн аппаратĕнче, ВЛКСМ Чкаловск райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, КПСС Чкаловск райкомĕн 2-мĕш секретарĕ, КПСС Октябрьски райкомĕн 1-мĕш секретарĕ, унтан (1960 – 1964) Элĕк, Вăрнар райĕçтăвкомĕсем...
1963 – 1967 çулсенче Александр Анисимович Чăваш АССР Аслă Канашĕн активлă, хастарлă депутачĕ пулчĕ. 20 çул хушши Вăрнарти профтехучилищĕре пултаруллă ĕçленипе палăрчĕ (директор, унччен – унăн çумĕ). 1970 – 1985-мĕш çулсенче училищĕн вĕренÿпе пурлăх бази-никĕсĕ палăрмаллах пуянланчĕ, ку вĕренÿ заведенийĕ республикăра çултан çула малтисен ретĕнче пыратчĕ. Вăрнарти ПУ-29 виçĕ çул харăсах Раççей Федерацийĕнчи Министрсен Совечĕн, РСФСР профтехвĕрентÿ управленийĕн, ВЦСПСăн Куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне алăран ямасăр тытса тăчĕ, республикăра ыттисем хушшинче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине чи малтан тивĕçнĕ училище пулчĕ.
Çурт-йĕре çĕнетес тĕллевпе А.Селенин Мускава нумай хутларĕ. Виçĕ хутлă вĕренÿ корпусĕ çĕкленчĕ. 150 вырăнлă капмар общежити вĕреннĕ çулсенче кунтах пурнас текенсене хăтлăн, туллин тивĕçтерет. Специалистсене пурне те утмăл хваттерлĕ çĕнĕ çуртра вырнаçтарнă.
А.А.Селенин – паян кунчченех канăçа пĕлмен этем. Пенсире вунă çул Гражданла Оборонăн медслужбине ертсе пычĕ. ,çпе вăрçă ветеранĕсен поселокри тата районти канашĕсенче çирĕм çул ĕнтĕ чи хастарлисенчен пĕри. Эпир ăна пуринчен те ытла гражданла хăйĕн позицине çирĕп тытнăшăн хисеплетпĕр. Конъюнктурăна кура нихăçан та сулахая-сылтăма сулăнса пăркаланмарĕ, влаçшăн, пурлăхшăн антăхмарĕ, темле урмăшла партисен ури айĕнче çапкаланса намăсланмарĕ. Ачи-пăчине те пĕчĕкрен тÿрĕ-тĕрĕс пурăнма вĕрентнĕ. Аслă ывăлĕ Юрий Александрович нумай çул Вăрнарти хими заводĕнче ĕçлерĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Президентăн Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулчĕ. Евгений Александрович та пĕр çĕрте – Вăрнарти сĕт заводĕнче ĕçлесе пенсие тухрĕ, ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Александр Анисимовичăн мăшăрĕ Анастасия Евстафьевна – Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, кинĕ Эльвира Петровна – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.
Патшалăх ун ĕçне пысăка хурса хакланă. Икĕ хутчен (1949, 1976) «Хисеп палли» орденпа, «СССР профессипе техника вĕрентĕвĕн тытăмне аталантарассишĕн тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллăпа (1983), «СССР Гражданла оборона отличникĕ» паллăпа (1991), Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе (1981), медальсемпе наградăланă. Чи хаклăрах награди, паллах, – халăх хисепĕ. Çак кунсенче ăна хĕрÿ салампа тав тăвакан нумай – телеграммăсем хамăр районтан кăна мар, Шупашкартан çеç мар килеççĕ. Александр Анисимович 90 çуллă юбилейне паллă тăвать.
М.ВАСИЛЬЕВ.