Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун апачĕ

25 марта 2015 г.

Ĕмĕрĕпех хаçат ĕçĕнче тимленĕрен пичет изданийĕсен, уйрăмах районкăсен, шăпи хытах хумхантарать.

Тăван «Çĕнтерÿ çулĕ» совет тапхăрĕнче 10 пине яхăн çемьене пырса тăнă. Ăна, тĕрĕссипе, кашни килте тенĕ пек илсе тăнă. Анчах пĕр вăхăтра хаçат 2 пин экземпляр таран чаксан унăн малашлăхĕ тĕтреллĕ пек курăнатчĕ.

Паянхи журналистсем Вăрнар хаçачĕн республикăри ырă ятне тавăрассишĕн нумай тăрăшрĕç. Паллах, ку ĕç харама каймарĕ – вулакансене çĕнĕрен чылай явăçтарма пултартăмăр. Паян «Çĕнтерÿ çулĕ» 4 пин ытла экземплярпа тухса тăрать.

Тĕрĕссипе, халăх йышлă пурăнакан пирĕн районшăн ку кăтарту пысăках мар – хаçат тусĕсен тата ытларах пулмалла пек. Шел те, вĕсен йышне ÿстерессине хирĕçлекен сăлтавсем тупăнсах пыраççĕ.

Чи анлă сарăлни, паллах, халăх вулавран писни, тĕрĕсрех, пурнăçри лару-тăрупа кăсăкланма пăрахни, район-республика хыпарĕсене пĕлме тăрăшманни. Франци философĕ Дени Дидро «Çын вулама пăрахсан пурăнма та пăрахать» тенĕ. Тепĕр каларăша илер-ха: «Хыпарсем пĕлес килсен – пасара кай. Çын пулас тесен – хаçат вула!» Мĕн тери тĕрĕс шухăш. Хаçатра ĕçленĕрен çеç мар, ман шутпа, Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакан кашни çемьере район хаçачĕ пулмаллах!

Тен, тепри хакне кура хаçата çырăнма тăхтаса тăрать. Чăн та, иртнĕ çул почта тивĕçтерĕвĕн хакĕсем ÿснĕрен «Çĕнтерÿ çулĕн»те çырăнтару хакĕ хăпарчĕ. Анчах лавккари апат-çимĕç хакĕсене шута илсен 366 тенкĕ те 48 пус пысăк укçах мар. Магазина пĕрре кĕрсен сахалтан та 500 тенкĕ парса хăваратпăр. Алкоголе пропагандăласа мар, теприсем «эрех туянатăп та...» тенĕрен çакна калас килет – район хаçачĕн çур çулхи хакĕ тепĕр лайăх эрехрен те йÿнĕрех. Эрех-сăмакунпа пуçа минретиччен ăс-тăна пуянлатнине мĕн çиттĕр? Шел те, хăшĕсем çакна ăнланасшăн мар. Хаçат-журнала чун апачĕ тетпĕр. Эппин, вăл та çынна сывлăш пекех кирлĕ.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Почти хăйĕн тивĕçтерĕвĕсене каллех ÿстерет. Çавна май пирĕн хаçат та кăшт хакланать. Çемье кассине перекетлес тесен ку вăхăтчен хаçата çырăнни аван ĕнтĕ. Анчах кайран та вулакансем юратнă хаçатсăр юлмасса шанас килет.

«Çĕнтерÿ çулĕ» вулаканпа яланах тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсене хумхантаракан ыйтусене çутатать, сиксе тухнă лару-тăрура пулăшма тăрăшать. Çакна тăтăш çырăнакансем аван пĕлеççĕ.

Анчах тепĕр самант пăшăрхантарать те, тĕлĕнтерет те – хăш-пĕр пуçлăхсем, ял тăрăхĕн специалисчĕсем, яваплă вырăнсенчи ытти çынсем хаçат вуçех вуламаççĕ. Халăхпа ĕçлекенсен вăл, пĕр шутласан, кашнин сĕтелĕ çинче пулмалла пек...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика