Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлă ăруран

25 марта 2015 г.

Отрывановсем – çут ĕçне, халăх ĕçне парăннипе, пысăк хастарлăхпа тата интеллигентлăхпа палăрнă çынсем. Юлашки пĕр-икĕ ĕмĕрте ăруран ăрăва çавнашкал пулса пынă. Ку вăхăтрисем пирки калас-тăк, вĕсем ытларах йăх-несĕл тымарĕсене, хурăнташлăха тĕпчеме кăмăллаççĕ. Станислав Гурьевич Отрыванов Нурăс ен историне, çак таврари ăрусен кун-çулне тишкерсе кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлерĕ («Савар», «Ярмушка», «Край Норусовский», «Калининская средняя школа», «Тучи над рекой Хирлеп», «Чужие на своей земле»). Хальхаççăн пикенсех архивсенче чакаланать, ялсене тухса çÿрет, çĕнĕ кĕнеке пуçтарать.

Çырулăх уçлăхĕнче пĕлтĕртенпе çамрăк Отрывановсем – Иванпа Георгий Николаевичсем курăнса кайрĕç. Вĕсем район летопиçне кăсăклă пай хывмалăх паха кĕнеке калăпланă – «Халăх учителĕ» (Народный учитель. Биографический очерк) ятлă. Анька Якурĕн – Георгий Ананьевич Отрывановăн кĕçĕн ывăлĕн Николай Георгиевичăн ачисем питĕ пархатарлă ĕç тунă.

Георгий Отрыванов (ялйышра тата тăванĕсем Анька Якурĕ тесе чĕннĕ) СССР наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕн Н.И.Ашмарин профессорăн, чăвашсен пирвайхи хаçатне никĕсленĕ Н.В.Никольский профессорăн хисеплĕ вĕренекенĕ тата вĕсене халăх ăслăлăхне пухма пулăшаканĕ пулнипе паллă. Вăл 1891 çулхи ноябрĕн             5-мĕшĕнче Ярмушкара çуралнă. Ашшĕ, Ананий Яковлев, Етĕрне уес управленийĕн службинче тăнă. Амăшĕ, Мария Михайловна, Чулхулари паллă усламçă Шумилов хĕрĕ пулнă. Якур (Егор, Георги) Авшак Элменти чиркÿ прихут шкулне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. 1908 – 1911 çулсенче Пушкăртри Бирскра учителе вĕреннĕ. Шкулта ,пхÿ кĕпĕрнинче, Стерлитамак уесĕнче ĕçленĕ. Çак таврари чăваш халăх юррисене, фольклор тĕслĕхĕсене çыра-çыра илнĕ. 1914 çулта Германи вăрçине хутшăнса тыткăна лекнĕ, унтан 1918 çулхи раштавра хăтăлса Тăван çĕршыва сыввăн çаврăнса çитнĕ. Çутĕç халăх комиссариачĕн шкулĕсенче тăрăшнă. 1920 – 1922 çулсенче Ассакассинчи икĕ сыпăклă шкулта, вулăсри хут пĕлменлĕхпе кĕрешекен чрезвычайлă комиссире, социализмла культурăн вулăсри ячейкин пуçлăхĕнче, шкулсемпе библиотекăсен пурлăхне тĕрĕслекен ревизи комиссийĕн ертÿçинче, Элĕк районĕнчи шкулсен инструкторĕнче ĕçлет. Георгий Ананьевич чăвашла, вырăсла, нимĕçле, французла лайăх пĕлнĕ. 1927 çулта Ярмушкари шкула вырнаçсан пĕлĕвне малалла туптас ĕмĕтпе Хусанти Хĕвелтухăç пединститучĕн литературăпа лингвистика факультетне кайса кĕрет. Шăпах çав çулсенче истори наукисен докторĕпе Н.В.Никольскийпе тата Н.И.Ашмарин профессорпа çывăх паллашать. Николай Васильевич хăйĕн вĕренекенĕ патне киле темиçе хутчен те çитсе курнă, Николай Иванович 1930 çулта пĕр хутчен пулнă. Анька Якурĕн чăваш халăх юррисемпе тултарнă тетрачĕсем Гуманитари институчĕн архивĕсенче упранаççĕ. Пĕр кассине 1978 çулта «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» сборникре пичетленĕ.

Сакăр вун иккĕри Г.А.Отрыванова 1973 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Ярмушка масарĕнче пытарнă. Иванпа Георгий Николаевичсем унăн ăру-ратне йывăççине туса хатĕрленĕ. Туратсенче Георгий Ананьевичăн 4 ывăлне, 4 хĕрне, 11 мăнукне, 28 кĕçĕн мăнукне, чи кĕçĕнреххисенчен тепĕр 11 мăнукне кăтартнă. 80 çын çак йывăçра Якур тавралли тăвансем – унăн тĕслĕхĕпе, пил-халалĕпе пурăннисем тата пурăнаканнисем.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика