25 марта 2015 г.
Пĕлтĕр Вăрнар район прокуратури РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.59-мĕш статйипе 5 çын тĕлĕшпе административлă производствăсем пуçарнă.
Иртнĕ çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче акă район прокурорĕн йышăнăвĕпе суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе те çакăн пек производство пуçарнă пулнă. Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе ку ĕçе, йĕркене пăснă тĕслĕх пĕлтерĕшсĕррине кура, чарса лартнă. Анчах прокурор хирĕçленине шута илсе, Вăрнар район сучĕ миравай судьян çак йышăнăвне улăштарнă, пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе пуçарнă производствăна административлă явап тыттармалли вăхăт иртсе кайнипе чарса лартнă.
2014 çулта çавăн пекех ку статьяпах административлă призводствăсем Шĕнер Ишек тата Çĕрпел ял поселенийĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе те пулнă. «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» саккуна пăсса, граждансен заявленийĕсем çине 30 кун иртиччен хурав паманшăн вĕсен 6000 тата 5000 тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ.
Пĕлтĕрхи августра вара район прокуратури Шупашкар район çынни Вăрнар район администрацийĕ хăйĕн прависене уяманни пирки пĕлтернĕ тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне явап тыттарса 5000 тенкĕ штраф хунă. Çакăн евĕр çитменлĕхсемшĕнех пĕлтĕрхи декабрьте Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхне те штраф хунă.
Апла пулин те должноçри çынсем «РФ гражданĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» саккуна пăснă тĕслĕхсем пурпĕрех тупăнаççĕ. 1-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе кăçалхи февральте те район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне административлă явап тыттарнă.
Аса илтеретпĕр, граждансем хăйсен ыйтăвĕсене хăть мĕнле мелпе тата çыхăнăвăн кирек мĕнле хатĕрĕпе усă курса çырса яма пултараççĕ. Анчах ыйтăва адресат илни çинчен çирĕплетни пулсан аванрах. Чи анлă сарăлнă шанчăклă мелсем: почтăпа яни, канцелярие е секретаре килсе пани. Юлашки вăхăтра официаллă сайтсем урлă ыйту парасси е заявленисем ярасси те вăй илсе пырать.
Граждансен ыйтăвĕсене, саккунпа килĕшÿллĕн, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, должноçри çынсем йышăннă хыççăн виçĕ кунта регистрацилемелле, вĕсене пурне те обязательнăй йĕркепе пăхса тухмалла.
Çыруллă ыйтусене пăхса тухмалли вăхăт – 30 кун. Хăш-пĕр уйрăм тĕслĕхсенче ку вăхăта тăсма тивет, анчах çакăн çинчен ыйту авторне пĕлтермелле.
Граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕркене пăснăшăн административлă явап тыттарма пăхнă, штраф виçи – 5–10 пин тенкĕ.