25 марта 2015 г.
Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи 32-ри хĕрарăма хăйĕн пĕчĕк ывăлне пăхса усрама укçа тÿлеменшĕн (РФ Уголовлă кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕ) айăпласа приговор кăларнă. 2013 çулхи сентябрьтен пуçласа кăçалхи январьчченхи тапхăрта вăл, суд приставĕсем темиçе хутчен асăрхаттарнă пулин те, алимент вуçех тÿлемен-мĕн.
Алимент шыраса илесси çинчен суд йышăнăвĕ вăя кĕрсен те, хĕрарăм çаплипех ачине воспитани парассине тимлĕх уйăрман, вăл мĕнле условисенче пурăннипе кăсăкланман, алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăннă. Парăм виçи 130 пин тенкĕрен те иртсе кайнă. Суд хĕрарăмăн айăпне çирĕплетсе йышăну кăларнă: 8 уйăх ĕçлесе юсанмалла, ĕç укçин 15 проценчĕ патшалăх енчĕкне куçса пымалла.
Çула çитмен ачисене пăхса ÿстерме алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакан граждансем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене пĕлтĕр Вăрнар районĕн миравай судйисем 24 пăхса тухнă. Вĕсене пурне те ĕçлесе юсанмалла е обязательнăй майпа ĕçлеттерме йышăннă.
Аса илтеретпĕр, РФ Çемье кодексĕн 80-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ывăлĕ-хĕрĕсене 18 çул тултариччен пăхса усрамалла.
Л.СПИРИДОНОВА,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
юстици кĕçĕн советникĕ.