25 марта 2015 г.
Фара çутинче тăрук çын курăнса кайсан водителе тĕрĕс йышăну тума икĕ çеккунтран кая мар кирлĕ. Çак вăхăтра машина 50 метр таран каять, кунсăр пуçне чарăнма тата вуншар метр иртет. Апла пулсан хăрушсăрлăха мĕнле ÿстермелле-ха? Ыйтăва татса пама çутта тавăракан ятарлă элементсем – фликерсем – пулăшаççĕ. Вĕсем браслет-брелок евĕр пулма пултараççĕ, е çутатакан çаврашкасене ачасен рюкзакĕсем, сумкăсем, тумтир çине çыпăçтарма юрать. Капла водитель çуран пыракана 150 метртанах асăрхама ĕлкĕрет.
Фликерсемпе усă курас йĕрке пирĕн çĕршывра вăй илет кăна-ха. Çавăнпа та эпир, ача сачĕсенче тимлекенсем, пĕчĕккисене çул çинче хăрушсăр çÿреме вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ачасем инкеке лекессине асăрхаттарас тĕллевпе Вăрнарти «Березка» ача садĕнче те профилактика ĕçĕ тĕллевлĕ иртет. Хамăр воспитанниксемпе кăна мар, ашшĕ-амăшĕсемпе те тăтăшах калаçусем йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть аслă ушкăна çÿрекен ачасене «Фликер – это модно!» темăпа калаçăва хутшăнтартăмăр. Вăл чăнах та усăллă иртрĕ: ачасем фликерсен пĕлтерĕшне лайăх ăнланчĕç, модăран юлмасăр çул çинче яланах çак «пулăшуçăсемпе» пĕрле çÿрессине пĕлтерчĕç.
Н.ВАСИЛЬЕВА, Н.МАКАРОВА,
«Березка» ача садĕнчи аслă ушкăн воспитателĕсем.