Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăма татнă пирки

25 марта 2015 г.

Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тишкерессипе тимлекен иккĕмĕш пайĕ Вăрнар райповĕн унчченхи ертÿçи тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе чарса лартнă. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 199-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (организацирен пысăк виçепе налук тÿлессинчен пăрăннăшăн) айăпланă пулнă.

Следстви версийĕ тăрăх, организацие ертсе пынă вăхăтра вăл патшалăх «енчĕкне» 2,5 миллион ытла тенкĕ енне тÿлесе çитермен. Ваккăн суту-илÿ объекчĕсемпе усă курнăшăн 2011 çулхи 4-мĕш тата 2012 çулхи 1–4-мĕш кварталсенче хушăннă хаклăх налукĕ енĕпе деклараци тăратас вырăнне вăл пулма пултаракан тупăш çине хуракан пĕр пĕтĕм налук системипе усă курнă-мĕн.

Уголовлă ĕç пуçарнă хыççăн Вăрнар райповĕ налук парăмĕсене, штрафпа пенисене (4 миллион та 700 пин ытла тенкĕ) пĕтĕмпех тÿлесе татнă. Çакă, РФ Уголовлă процесс кодексĕн 28.1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, айăпланаканăн заявленине шута илсе, следователе уголовлă ĕçе чарма май панă.

И.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика