Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янтă укçа илĕртнĕ

25 марта 2015 г.

Улатăрти Н.Николаеван ĕç укçи банк картти çине куçса пынă. Мĕн чухлĕ хушăннине е катăлнине пĕлтерекен смс-хыпарсем те «Мобильлĕ банк» тивĕçтерÿ урлă кĕсье телефонĕ çине кулленех килсе тăнă. Ним тĕлĕнмелли те çук – халĕ нумайăшĕ çакăн пек тивĕçтерÿпе усă курать. Чăннипех меллĕ, банк картти çинчи укçа куçăмĕ пирки çийĕнчех пĕлсе тăратăн. Анчах пĕр çитменлĕх пур – хăвăрăн абонент номерĕпе усă курма пăрахсан «Мобильлĕ банк» çинчен манма юрамасть.

Н.Николаева вара 2012 çулта сим-карттине çухатнă хыççăн ку тивĕçтерĕве сÿнтермелли пирки аса та илмен. Пĕлтĕр картта çинчен ăнланмалла мар майпа укçа çухалма тытăнсан кăна хыпăнса ÿкнĕ. Укçа мĕнле çул-йĕрпе «ураланнине» тавçăрма йĕрке хуралçисене, тĕрĕссипе, йывăр пулман. «Мобильлĕ банк» урлă ют банк карттисене «пушатакансемпе» вĕсен юлашки вăхăтра ытла та тăтăш тĕл пулма тивет-çке.

Ку тĕслĕхре те унччен Н.Николаеван пулнă абонент номерне пĕлтĕр Вăрнарти М.Аркадьев туяннă. Кĕçех ун патне банк службинчен смс-пĕлтерÿсем килме пуçланă. Малтанах арçын нимĕн те ăнланман – мĕнле картта, мĕнле суммăсем... Анчах тавçăрса илсен ăнăçлă саманта çухатас темен. Пĕрремĕш хутĕнче хăйĕн телефонĕ çине ют карттăран 200 тенкĕ куçарса пăхнă вăл. Ĕç тухнипе хавхаланса, вăхăт иртсен татах та пĕчĕкшерĕн йăкăрткаланă. Хăйĕнне кăна мар, пĕлĕшĕсен телефон балансне те пуянлатнă вăл Н.Николаева шучĕпе. Палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи март– июнь уйăхĕсенче çак 25-ри çамрăк 7531 тенкĕ вăрлама ĕлкĕрнĕ.

Каламалла, М.Аркадьев суд умĕнче пĕрремĕш хут мар явап тытать. Пĕлтĕрхи февральте кăна вăл пĕтĕмĕшле режимлă колонирен тухнă. Ирĕкре нумаях та пурăнайман – ют «кĕсьене» алă чикме юратнине пулах каллех йĕплĕ карта леш енне таврăнма тивнĕ. Хальхинче – çирĕп режимлă колоние, çулталăк та ултă уйăхлăха.

Н.ГЛУХОВ,

«Вурнарский» пайăн следстви пайĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика