Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки – пурнăç аки

20 марта 2015 г.

Виçĕмкун пирĕн районта çуракине хатĕрленсе ирттерессипе республикăри семинар-канашлу пулчĕ

 

Аталанас туйăм чакмасть

Республикăн кăнтăр районĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене тытăннă та ĕнтĕ – культурăсене апатлантарма пуçланă. Вăрнарсем те хăш-пĕр хуçалăхра паян тесен паян уя тухма хатĕр, анчах та хальлĕхе уйсем «шурă» тумне вĕçне çити хывман-ха.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ те çуракине туллин хатĕр. Удобренисене çителĕклĕ кÿрсе тухнă, паха вăрлăх пÿлмесенче выртать, юсавлă техника речĕпе ларать. Кăçал комбинатăн хушма хуçалăхĕнче 10 пине яхăн гектар çинче ĕçлесе пыма палăртнă. Кукурузăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2000 гектар йышăнĕ, вăл шутран çуррийĕ – тĕшĕлĕх.

Предприяти ял хуçалăх производствин хăватне ÿстерессине çав тери пысăк тимлĕхе илнĕ. Паянхи куна унăн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 2200-е çитнĕ. Сăвакан ĕнесем кăна – 1100 пуç. Анчах та ку – чикĕ мар. Николай Аливанов генеральнăй директор пĕлтернĕ тăрăх, çитес икĕ-виçĕ çулта сĕт кĕтĕвне 2000 пуç таран ÿстересшĕн. Ку тĕлĕшпе пысăк ĕç пуçланă ĕнтĕ – сентябрь тата ноябрь уйăхĕсем тĕлне хута яма палăртнă витесем тата 1000 пуç вырнаçтарма май парĕç. Объекта аш-какай комбиначĕ хăйĕн 40 миллион тенкине хывнă.

Агрохолдинг чăннипех тухăçлă, тупăшлă ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ çуракине хатĕрленсе ирттерес республикăри семинар-канашлăвăн практика пайне Малтикас Ялтăрари комплексра пуçларĕç. Ытти районсенчен килсе çитнĕ ертÿçĕсен – пĕтĕмпе 320 çын – курмалли, опыта ăша хывмалли чылай пулчĕ. Кунта чи çĕнĕ, чи хăватлă техникăпа оборудование ĕçе кĕртнĕ. Коллектив предприяти аталанăвĕшĕн пĕр шăхăшлăн, пĕр тĕллевлĕн тăрăшать. Выльăхĕ тасалăхра, тутă тăрать. Вĕсем режима, автоматикăна хăнăхнă ĕнтĕ.

Хăнасене паллашма лартса тухнă техника йăлтах энергие перекетлесе ĕçлекенни. Вăрнарсем аш-какай комбиначĕн уйĕсенче темиçешер метр сарлакăш агрегатсене тĕлĕнсе те савăнса сăнанă пулĕ.

 

Чĕнÿ: ăсталăхна кăтарт

– Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕ республикăри пур ял хуçалăх кооперативĕшĕн те çул кăтартакан «маяк» пулма тивĕç, – терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районти культурăпа кану центрĕнче иртнĕ пленарлă пая уçнă май.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева та тухса калама намăс пулмарĕ. Район сĕт тата аш-какай туса илессипе республикăра виççĕмĕш вырăнта. Пĕлтĕр тĕш-тырăсен тухăçлăхĕпе Чăваш енре чи пысăк кăтартупа палăрчĕ. Халĕ ав, минераллă удобренисем кÿрсе тухассипе республикăра чи малта пырать. Вăрлăха кондицие лартассипе çĕрпÿсем хыççăн иккĕмĕш вырăнта.

Çак кăтартусене ял хуçалăх министрĕн заместителĕн Алексей Самаркинăн доклачĕпе çыхăннă слайчĕсенче те курма май пулчĕ. Алексей Александрович хăйĕн сăмахĕнче тĕп задачăсен йышне çĕрулми лаптăкĕсене пысăклатассине, ĕç сыхлăхне ÿстерессине лартрĕ. Тепĕр çивĕч ыйту – çĕрпе тухăçлă усă курманни. «Пĕлтĕр муниципаллă районсенче 49,2 пин гектара çаврăнăша кĕртмен, районсенче çĕр лаптăкĕсене шута илесси, тĕрĕслесси япăхрах пурнăçланать», – терĕ вăл.

Çавăн пекех министр çумĕ 2016 çулхи ял хуçалăх перепиçне тивĕçлĕн хутшăнмаллине те аса илтерчĕ. Аграрисен ертÿçисене поставщиксем тĕлĕшпе асăрхануллă пулма ыйтрĕ. Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнче палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

– Çурхи уй-хир ĕçĕсем – ертÿçĕсемпе специалистсен ăсталăхне кăтартма чĕнекен йыхрав. Тăкаксем çулленех ÿссе пыни пире производство эффективлăхне ÿстерме çĕнĕ çул-йĕр шырама хистет, – йывăрлăхсенчен хăрамасăр тăрăшма чĕнсе каларĕ Алексей Самаркин.

Ял хуçалăх министрĕн тепĕр заместителĕ Ирина Кошкина аграрисене уйăракан патшалăх пулăшăвĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ял хуçалăх культурисем çине укçа-тенкĕ пулăшăвĕ паракан культурăсен переченĕ анлăланнине, сĕт туса илекенсем, çĕрулми ÿстерекенсем валли субсидисем уйăрнине тата ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх продукцин рынокне йĕркелес программăра çĕнĕ çумпрограммăсем ĕçе кĕрессине пĕлтерчĕ.

Çĕр чунĕллĕ çынсем умĕнче çавăн пекех Гостехнадзорăн республикăри ертÿçи Владимир Димитриев, «Агро-Инновацисен» директорĕ Николай Васильев, «Россельхозцентрăн» Чăваш енри филиалĕн ертÿçи Николай Малов, ыттисем тухса каларĕç.

 

Яваплă тапхăр умĕн

– Кăçалхи çуркунне районти çĕр ĕçченĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13 пин те 797 гектар çинче акса хăвармалла. Кĕрхисене – 4281 га – шута илсен пĕтĕмĕшле лаптăк 18 пин те 78 гектар, – пĕлтерчĕ пленарлă пай пуçланас умĕн район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов.

Малтанхи тĕрĕслевпе кĕрхисем лайăх хĕл каçнă. Çурхисем валли 3062 тонна (106 :) вăрлăх хывнă. Хуçалăхсенче халĕ ăна кондицие лартассипе тимлеççĕ. 20 хуçалăхран 15-шĕнче вăл 100 проценчĕпех стандарта тивĕçтерет. Хуçалăхсене çавăн пекех 77 тонна суперэлита вăрлăхĕ кÿрсе килнĕ.

Çĕрулми лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен 150 гектар ытларах пулĕ. Кукуруза 2127 гектар.

Минераллă удобренисене 1933 тонна кÿрсе хунă. Хальлĕхе кирлинчен 70 процентне яхăн.

Çурхи ĕçсем вăхăтĕнче 480 тонна топливо, 71 тонна бензин кирлĕ. Хальлĕхе çунтармалли-сĕрмеллисене кирлĕ чухлĕ хатĕрлемен-ха: 59 тата 25 процент. Тракторсен 88, культиваторсен 90, сеялкăсен 92, дискаторсен 90 проценчĕ уя тухма хатĕр.

Вячеслав Анатольевич ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене патшалăх енчен укçа-тенкĕ уйăрни витĕмлĕ пулăшу кÿнине палăртрĕ. Хуçалăхсем аванс мелĕпе кашни гектар пуçне пĕтĕмпе 5,6 млн. тенкĕ илнĕ ĕнтĕ.

Хăш-пĕр хуçалăхра кадрсен ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Ку енĕпе яланхиллех резерври механизаторсем тата ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем пулăшĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика