20 марта 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çемье çирĕплĕхне ÿстерес ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. «Тăван йăваран хакли çук, теççĕ халăхра. Эпир тăван Чăваш ене пĕтĕм чĕререн юрататпăр, уншăн чуна паратпăр. Эпир хамăр тăван тăрăх çутăпа тата ырăлăхпа тултăр, çынсем унта туслă тата килĕштерсе, çемьене хаклă тупра пек упраса пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. Мĕншĕн тесен çирĕп те туслă çемьешĕн нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар».
Унсăр пуçне М.В.Игнатьев ĕç тăвакан, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем умне çемьене çирĕплетекен тĕрлĕ енлĕ мерăсем йышăнма задача лартрĕ.
Çемье хаклăхĕсене çирĕплетесси тата уйрăлусене асăрхаттарасси – Чăваш Республикин Юстици министерствин тата республикăри ЗАГС органĕсен тĕп ĕçĕ-хĕлĕсенчен пĕри. Кун пирки эпир юстици министрĕпе Надежда Викторовна ПРОКОПЬЕВАПА калаçатпăр.
– Надежда Викторовна, çемье çирĕплĕхне ÿстерес тĕллевпе республикăри ЗАГС пайĕсенче мĕнле мероприятисем иртеççĕ?
– Республика Пуçлăхĕ лартнă задачăсене пурнăçласа çемье институтне çирĕплетес тĕллевлĕ мероприятисем чылай иртеççĕ. ЗАГС пайĕсенче мăшăрланăва кĕрекенсене, çемье пурнăçĕн юбилярĕсене, нумай ачаллă çемьесене чысласси, икĕ е виçĕ ăру хушшинче тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, çемье сумлăхне çĕклекен 2000 ытла мероприяти иртнĕ, вăл шутра сирĕн Вăрнар районĕнче те.
– Вăрнар районĕнчи ырă йăласем çинче чарăнса тăрсан тем пекехчĕ...
– Вăрнар район администрацийĕн ЗАГС пайĕ шкул ачисемпе студентсем валли йĕркелекен «Уçă алăксен кунĕнче», «Çемьеллĕ пурнăç урокĕсенче» çемье ыйтăвĕсем, хутшăнусене упрамалли çинчен калаçаççĕ. Çамрăксен мăшăрлану пысăк, йывăр ĕç пулнине, ун çирĕплĕхĕшĕн пĕрле тăрăшмаллине пĕлмелле.
Çемье вăл – çыннăн чи хаклă мулĕ. Унăн, амăшлĕхĕн, ашшĕлĕхĕн статусне ÿстерессинче пурнăçри ырă тĕслĕхсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Аслă ăрăвăн ăслăлăхĕпе опычĕ çамрăксемшĕн вĕрентÿллĕ пулмалла.
Вăрнар район ЗАГС пайĕ мăшăрланура нумай çул пурăнакан çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсене чыслас мероприятисене çамрăк ăрăва хутшăнтарма тăрăшать.
Сăмахран, акă, Çемье, юрату тата шанăçлăх кунĕнче темиçе ăру тĕлпулнă: нумай çул алла-аллăн утакансем, çамрăк ашшĕ-амăшĕ тата ачасем – пурнăç чечекĕсем. Енĕшри Любовь Ивановнапа Виктор Нестерович Нестеровсене, Уйкас Кипекри Раиса Аверкиевнапа Иван Иванович Николаевсене, Хурăнсур Çармăсри Ольга Васильевнапа Михаил Григорьевич Кузьминсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсемпе наградăланă.
Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене пуçтарса республикăри амăшĕн капиталĕн сертификачĕсемпе чысласси йăлара.
Вăрнар районĕнче 50 тата ытларах çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем 68. Чи пысăк çемье стажĕ – Хурăнсур Çармăсри Агриппина Никитичнапа Иван Федорович Федоровсен (68 çул), Вăрнарти Анастасия Евстафьевнапа Александр Анисимович Селенинсен (67 çул). Ку çемьесенче пĕр-пĕрне тивĕçлипех хаклама, ăнланма, пулăшма, каçарма пĕлеççĕ, вĕсенче юратупа шанăçлăх, килĕшÿ хуçаланать. Ку çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулмаллах.
– Чăнах та, çемье çирĕплĕхне сыхласа хăварасси пысăк ĕç. Хутшăнусенче йывăрлăх тÿсекен мăшăрсене вара ЗАГС пайĕ мĕнле те пулин пулăшать-и?
– Çапла, районта кунашкал çемьесене пулăшас ĕç пырать. Тин кăна мăшăрланăва кĕрес текенсем, ыйтусем сиксе тухнă тата уйрăлма шутланă мăшăрсем психологи пулăшăвне илеççĕ. Пысăках мар пулин те, кăтартусем пур.
2014 çулта районта 36 çемье арканнă, маларахри çулхинчен 12,2 процент сахалрах. ЗАГС ĕçченĕсемпе калаçнă хыççăн уйрăлас шухăша пăрахăçланисем те пур. Кунашкаллисем заявлени панă тăхăр мăшăртан виççĕн пулнă.
Юлашки вунă çулта Раççейре уйрăлакансен шучĕ ÿссе пынине шута илсен Вăрнар районĕнчи иртнĕ çулхи кăтартусем савăнтараççĕ çеç мар, сирĕн тăрăхра çирĕп çемье йăлисем сыхланса юлнине çирĕплетеççĕ.
Пĕтĕмлетсе, эпĕ Вăрнар район çыннисене нумай çул килĕшÿре тата ăнланура пурăнма сунатăп.
– Калаçушăн тав.