20 марта 2015 г.
Ачасене патриотла воспитани парассипе обществăлла организацисем нумай ĕç пурнăçлаççĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Совет офицерĕсен союзĕ» вырăнти организацийĕн, «Пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕсем» районти штабĕн, Раççейри «Боевое братство» организацийĕн вырăнти уйрăмĕ ирттернĕ слетсем, ăмăртусем, парадсем витĕмлĕ, ачасене Тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тума хавхалантаракан мероприятисем пулчĕç. Вĕсене производствăра ĕçлекенсене хутшăнтарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мероприятисене ирттерме Кив Сăрьел ялĕнчи Валентин Павлов фермер, Николай Петров предприниматель, «Попутчик» ТМЯО директорĕ Александр Петров, «Август» фирмăн логистика уйрăмĕн ертÿçи Петр Кудряшов пулăшаççĕ.
Умра Аслă Çĕнтерÿ уявне пысăк шайра ирттересси. Çак тĕллевпе «Совет офицерĕсен союзĕ» районти уйрăмĕн йышăнăвĕпе мартăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче обществăлла организацисен юхăмне хутшăнакансен пухăвĕ иртет. 17 сехетре пуçланать.
Унта десантниксене, пограничниксене, моряксене, танкистсене, рекетчиксене, инженер чаçĕнче службăра тăнисене, çавăн пекех Германире вăрçă хыççăн службăра тăнисене пĕрлештерекен организаци членĕсене чĕнетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефон 89176640227.
Ю.НИКИФОРОВ,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи
«Вурнарский» уйрăмĕн обществăлла канашĕн председателĕ.