18 марта 2015 г.
Ку эрнере районта пысăк мероприятисем иртмелле. Паян, юнкун, ĕç коллективĕсенче, ял тăрăхĕсенче Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе республикăшăн, районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухĕç.
Вырсарникун, мартăн 15-мĕшĕнче, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ хута кайнăранпа 85 çул çитрĕ. Çавна май эрнекун, мартăн 20-мĕшĕнче, предприяти уяв йĕркелет.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев вăрнарсене кĕтекен тепĕр мероприятие те асăнчĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ уява Шупашкара йыхравлать. Кăçал вăл чăмăртаннăранпа 20 çул çитет.
Леонид Николаев ял-хула тăрăхĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсемпе чысласси малалла пынине каларĕ. «Шел те, вăрçă паттăрĕсем кунран-кун сахалланса пыраççĕ. Наградăна илсе ĕлкĕрейменнисем те пур. Медале çакса янă хыççăн темиçе кунтанах пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те пулчĕç», – пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл. Районта «Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул» юбилей медальне 800 ытла çынна пама çирĕплетнĕ.
Тĕп ыйтупа планеркăра Чăвашстатăн районти пайĕн ертÿçине Людмила Осипована итлерĕç. Пĕтĕмлетÿллĕ цифрăсемпе паллаштарнипе пĕрлех вăл 2016 çулта пулакан ял хуçалăх çыравĕ пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ, ку ĕçре çынсен уççăнлăхĕ, информаципе туллин тивĕçтерни кирлĕ пулнине палăртрĕ.