18 марта 2015 г.
Çурхи ейÿ – хăрушлăх кăларакан, синкерлĕ лару-тăрăва та куçма пултаракан çутçанталăк пулăмĕ.
Район территорийĕнче шыв тăракан 220 ытла пысăк тата пĕчĕк вырăн, юханшывсем те сахал мар иртеççĕ. Ейÿ вăхăтĕнче вĕсем юр ирĕлнипе тулма тытăнаççĕ, пăр та хĕвел хĕртнипе çемçелет. Çавăнпа ун тăрăх утни çав тери хăрушă, кирек хăш вăхăтра ура айĕнче çурăлма-сапаланма пултарать. Пăр çыран хĕрринче хăвăртрах ирĕлет.
Тимсĕрлĕхе тата çăмăлттайлăха пула хăш-пĕр çынсем, хăрушсăрлăх правилисене уямасăр, хăйсен айăпĕпех çурхи ейÿ вăхăтĕнче шар кураççĕ. Пĕлтĕрхи апрелĕн 16-мĕшĕнче акă Упнер ялĕнче С. çурхи пăрпа пĕве урлă каçасшăн пулнă, анчах шыва кĕрсе ÿксе вилнĕ.
Яланах асра тытăр: ейÿ вăхăтĕнче шыв-шур çине тухма, пăр кайнă тапхăрта пĕве урлă каçма юрамасть. Пăр капланнă вырăнсене çывăха пыни, ишĕлме пултаракан чăнкă çыран хĕрринче тăни, пĕвери шыв тарăнăшне виçни, пăр çинче утни е ярăнни те питĕ хăрушă.
Çурхи ейÿ ачасемшĕн уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларать. Шыв хĕрринче нихăçан та вĕсене асăрхавсăр ан хăварăр, пăр çине тухма ирĕк ан парăр. Аслисен асăрхавĕсĕр юлнă ачасем, хăрушлăх çинчен шутламасăр, çыран хĕрринче выляма та, пăр çинче ярăнма та хăрамаççĕ. Анчах çакăн пек çăмăлттайлăх синкерлĕ вĕçленме пултарать. Инкек тухасран сыхланса ачасене пĕрмаях тĕрĕслевре тытма сĕнетпĕр.
Ан манăр% хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни сирĕн тата çывăх çыннăрсен пурнăçне сыхласа хăварма пулăшать.
Ф.ТИМОФЕЕВ,
район администрацийĕн ятарлă
программăсен пайĕн пуçлăхĕ.