18 марта 2015 г.
2013 çулта Раççейре халăха диспансеризаци кăларас программа ĕçлеме тытăнчĕ. 21 çултан аслăрах кашни çын ун йĕркипе тÿлевсĕр тĕрĕсленме тата сывлăх тăрăмне пĕлме пултарать
Анчах çынсем хăйсен сывлăхĕ пирки пĕлме васкаççĕ-и-ха; Профилактикăн вăйĕ мĕнре тата ку тытăмра терапевт мĕншĕн тĕп фигура пулса тăрать; Ку тата ытти ыйту çине Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин профилактика медицини енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Елена НАУМОВА хуравлать.
– 2014 çулта республикăри 200 пин ытла çыннăн диспансеризаци тухмалла пулнă. Кăтартăвĕ мĕнлерех-ши;
– Пĕлтĕр палăртнинчен 99 проценчĕ е 222 пин те 141 çын хăйсен сывлăхне туллин тĕрĕслеттернĕ. 1767 çын пĕрремĕш тапхăра тухнă, анчах процеса вĕçлемен.
Диспансеризаци вăхăтĕнче 30129 тĕслĕхре вăрах чирсем пуррине тата 23509-че вĕсем пулма пултарнине палăртнă. 567 тĕслĕхре шыçăсене шута илнĕ, 800-че – вĕсем пулма пултарнине. 6207 çыннăн чĕре-тымар патологийĕ, 400-шĕн – сахăр диабечĕ, 1012-шĕн – куç, 837-шĕн – сывлав органĕсен, 3278-шĕн вар-хырăм чирĕсем тата ытти те.
100 пин ытла çыннăн инфекцилле мар вăрах чирпе чирлес хăрушлăх пур. Ку тĕрĕс мар апатланнипе, юнра холестерин шайĕ пысăк пулнипе, сахал хускалнипе, самăрлăхпа, чĕлĕм туртнипе, эрех-сăрапа иртĕхнипе çыхăннă.
– Çынсем хăйсен чирĕсем çинчен пĕлес темен ыйту сиксе тухмасть-и;
– Эпир анкетировани ирттертĕмĕр% диспансеризаци тухас кăмăллисен шучĕ пысăк. Нумайăшĕ (80%) ку кирлĕ ĕç пулнине палăртать. Ырлаканĕсем 40 çула çитмен çынсем пулни савăнтарать. Эппин, çамрăк граждансем хăйсен сывлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ.
– Диспансеризацине ĕç вăхăтĕнче каймалла. ,çпе тивĕçтерекенсем çакна пурте ăнланаççĕ-и;
– Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн мĕнпур шайри ертÿçĕн ĕçченĕсене медосмотр тата диспансеризаци тухма чарма ирĕк çук. Ку вĕсем чирлессинчен тата ĕç кунĕсене сиктерессинчен те сыхлать-çке.
– Хальхи диспансеризацин уйрăмлăхĕ мĕнре-ши;
– Тĕп уйрăмлăхĕ – вăл икĕ тапхăрпа иртни. Пĕрремĕшĕ скрининг сĕмĕллĕ. Ун кăтартăвĕсем сывлăха хушма тĕрĕслевре анлăрах тишкерме май параççĕ.
Тепĕр уйрăмлăхĕ – чирсене çеç мар, вĕсене пуçарма пултаракан факторсене те тупса палăртни. Çапла çын хушма консультаци тата сиплев илет.
Диспансеризацире малтанхиллех тĕп фигура – участокри терапевт. Пациент ун патне мĕнпур анализпа килет, вăл пĕтĕмлетÿсем тăвать.
Пирĕн тĕп тĕллев – чирсене асăрхаттарасси. Диспансеризаци вара – профилактикăн чи витĕмлĕ мелĕ.
– Диспансеризаци пулăшнипе мĕнпур чире палăртма пулать-и;
– Тишкерÿ тунă чухне çĕршывра çынсем вилнин 75 проценчĕпе çыхăннă чирсене çеç шута илнĕ. Ку вăл инфекцилле мар вăрах чирсен ушкăнĕ – чĕре-тымар, шыçă, ÿпке-бронх чирĕсем, сахăр диабечĕ тата ытти хăш-пĕри. Паллах, енчен те урăх чирсем палăрсан, вĕсене те диагностика тăватпăр. Анчах та пĕрремĕшле тĕллев – çак тăватă чире палăртасси.
Ку чирсем ытларах илсен пурнăç йĕркипе çыхăннă. Çавăнпа та чир паллисем çук пулин те ăнăçлă мар факторсем пур, çывăх 10 çулта вилме пултараслăхĕ пысăк çынсене тупса палăртасси пĕлтерĕшлĕ. Ку аслă ÿсĕмри çынсен – 35–60 çулхисен – 20 процентне пырса тивет.
Хăшĕсене информаципе тивĕçтерни те çителĕклĕ. Теприсене витĕмлĕрех мотиваци кирлĕ. Пациентăн профилактика консультацине тарăнрах илмелле е «сывлăх шкулĕнче» вĕренмелле. Тĕрĕссипе, калаçу халăха сывă пурнăç йĕркипе туслаштарасси пирки пырать. Ку та диспансеризацин кирлĕ задачисенчен пĕри. Енчен те эпир кашни пиллĕкмĕш çыннăн шухăшлавне улăштарма пултаратпăр пулсан – çĕршывра вилĕмсен шутне те самай чакарма пултарăпăр.
– Диспансеризацие халăхăн хăш ушкăнĕн тухмалла-ха;
– 21 çул тултарнă мĕнпур ушкăнри çыннăн% ĕçлекенсен те, ĕçлеменнисен те, вĕренекенсен те. Кашни виçĕ çултан пурнăç тăршшĕпех тĕрĕсленмелле. Енчен те çыннăн çул ÿсĕмĕ виççе пайланать-тăк, унăн çав çул обязательнăй майпа диспансеризаци тухмалла.
– ,мĕрхи ыйту% диспансеризацишĕн кам тÿлет;
– Граждансемшĕн тĕрĕслев тÿлевсĕр. Вăл обязательнăй медицина страховани программипе пурнăçа кĕрет, Раççейри граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас патшалăх программин тĕп пайĕ пулса тăрать. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем, çавăн пекех хĕрарăмсемпе арçынсем валли диагностика процедурисен тата специалистсен тĕрĕслевĕн уйрăм переченьне йышăннă. Вĕсене пурăннă çĕрти поликлиникăра тÿлевсĕрех илме пулать.
– Чирлисемпе «условно сывă» çынсен шайлашăвĕ мĕнлерех-ши;
– Диспансеризаци кăтартăвĕсемпе сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне (чир факторĕсем çук çынсем) халăхăн 31,2 проценчĕ кĕрет. Иккĕмĕш ушкăнра – 20 процент, кусен вăрах чирсем аталанас теветкеллĕх пысăк. Виççĕмĕшĕнче халăхăн 48,8 проценчĕ – вăрах чирĕсемпе вĕсен врач патĕнче тăтăш сипленмелле.
Çак кăтартусем пире чирлисен шутне чакарассипе тĕллевлĕрех ĕçлеме хистеççĕ.
– Диспансеризаци вăхăтĕнче уйрăммăн тĕрĕсленмелли граждансем пур-и;
– Участокри врачăн хăйĕн кашни пациентне уйрăммăн тĕрĕслемелле. Вăл сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнĕнче тăрать пулин те профилактика тĕпчевĕсем тăтăш ирттермелле. Чире сипленессинчен асăрхаттарни витĕмлĕрех пулни тахçанах паллă. XVIII ĕмĕртех вырăс клиника медицинине йĕркелесе янă С.Я.Мудров çапла каланă% «Çынна сыватасси, ăна ăруран куçакан тата хăратакан чирсенчен сыхласси, кирлĕ пек пурнăç йĕркипе пурăнма сĕнесси, тĕрĕс апатланма вĕрентесси – тухтăрăн пĕрремĕшле тивĕçĕ, мĕншĕн тесен çынна сипленинчен чирсенчен сыхлама çăмăлтарах».
– Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви диспансеризаци ирттернинчен мĕнлерех результатсем кĕтет-ха;
– Диспансеризаци эффективлăхĕн тĕп критерийĕ – чирсен шутне, çавăн пекех вĕсене аталантарма пултаракан факторсене, çынсем хăйсен сывмарлăхĕ пирки чирсен юлашки тапхăрĕнче кăна пĕлессине, вилĕмсен шутне тата инвалида тухассине чакарасси* сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне ытларах çынна кĕртесси, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăнри çынсен шутне пĕчĕклетесси.
– Чăваш енре профилактика медицинине аталантарассипе малашне мĕнлерех ĕçсем тума палăртнă;
– Участокри терапевтсен тата поликлиника ĕçне реструктуризацилесси – профилактика медицинин тĕп задачисенчен пĕри. Мĕншĕн тесен тухтăрăн ку енĕпе ĕç вăхăчĕн 30–40 процентне уйăрмалла. Диспансеризаци – тĕплĕ тата вăрах вăхăтлăх йышăннă программа. Ун результачĕсене эпир темиçе çултанах курма тивĕç. Паянхи медицинăн тата патшалăхăн социаллă политикин тĕп тĕллевĕ – çынсен пурнăç тăсăмне ÿстересси-çке.
– Калаçушăн пысăк тав.