18 марта 2015 г.
Генăпа (Геннадий Ивановичпа) эпĕ Мăн Явăшра пĕр шкулта, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Наукăра çултан çул хастар ĕлкĕрсе пычĕ, спортпа туслăччĕ, çын çинчи (халăхри) ĕçе çамрăклах активлă хутшăнатчĕ, шкулта чухне тата колхоз бригадирĕнче комсомол грамотисене тивĕçнипе палăрнăччĕ.
Чăваш патшалăх университетне ăнăçлă вĕренсе пĕтерчĕ. Çирĕм урлă каçнă çулĕсенче Калининăри шкул-интернатра, 1968 – 1972 çулсенче Элĕкри Пионерсен çурчĕн директорĕнче тăрăшрĕ. «Зарница», «Орленок» çар вăййисен районти пуçаруçи, лидерĕ тата ветеранĕ пулса тăчĕ. Походсем, слетсем, ăмăртусем йĕркелетчĕ. Вĕрентÿпе воспитанин пархатарлă миссине 33 çул Ехремкассинчи вăтам шкулта пултаруллă пурнăçларĕ. Ăна пенсие тухсан та тепĕр пилĕк-ултă çул канăва ямасăр ĕçлеттерчĕç. Унăн воспитанникĕсен ретĕнче – суворовецсем, çав шутра 19-ăн полковник таранах офицер званине илнисем, спорт мастерĕсем, район, республика шайĕнчи чемпионсем... Шкулта Çар мухтавĕн музейне, тĕл перекенсен тирне йĕркелени – Г.И.Иванов пуçарăвĕ. Вăл çине тăнипех Ехремкассинчи Çĕнтерÿ паркĕнче 650 йывăç лартса ÿстерчĕç.
Геннадий Иванович – пĕтĕм чунĕпе-юнĕпе ашшĕне хывнă çын. Ахальтен мар ăна «Раççей Патриочĕ» Асăну медалĕпе наградăларĕç. Ашшĕ, Иван Александрович Александров, Хĕрлĕ Çарăн, Совет Союзĕн чăн-чăн патриочĕ пулнине 70 çултан тин пĕлчĕ тулĕк. «Ăна эпĕ, аннене хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтернĕ пулсан та, Тăван çĕршывăн вилĕмсĕр паттăрĕ вырăнне хунă, – асилет ывăлĕ. – Аттене нумай хутчен халтан кайиччен шыраттартăм, тĕрлĕ архивсене çÿрерĕм. Сталинградçă пулнине пĕлтĕм. Анчах...».
1916 çулхи Иван Александровича фронта вăрçă тухсанах ăсатнă. Вăл стрелоксен И.Панфилов генерал ертсе пынă 316-мĕш дивизинче çапăçнă. Ку дивизие 1942 çулта тепĕр хут йĕркелесе-вăйлатса Мускав енчен Сталинград çывăхне куçарнă. Хаяр тытăçусенче И.В. Сталинăн «Пĕр утăм та чакас çук!» приказне пурнăçлама шăпа тухнă. Юлашки çапăçăва Иван Александров 1942 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче кĕнĕ, паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.
Ашшĕне тупма Г.Иванова Элĕкри Нина Прокопьевăпа унăн Мускавра пурăнакан ывăлĕ пулăшнă. Володя Иван Александрович ятне Интернетра асăрхать: Мăн Явăшра çуралнă, Вăрнар районĕнчен... Геннадий Иванович пĕр тăхтаса тăмасăр Мускава çырусемпе тухать. Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче хурав персе çитет. Унта И.Александров Хĕрлĕ Çарта хăçан ăçта тăнине йăлтах пĕлтернĕ...
Шыраканшăн – кĕтменлĕх те ун майлă иккен. Ман юлташăм кирек мĕнле ĕçре те ыра пĕлми этем. Шыравра алă усма, парăнма юрамасть тет унăн çирĕп кăмăллă тĕслĕхĕ. Çавнашкал талайне кура та ĕнтĕ ăна Вăрçă ачисен РФчи пĕрлешĕвĕн Элĕк районĕнчи уйрăмне ертсе пыма шаннă.
М.ВАСИЛЬЕВ.