18 марта 2015 г.
Пăртаспа Мăньял Хапăс хушшинчи çырмасен сăмсахĕнче археологсем виçĕ çул харăс шырав-тĕпчев ĕçĕсем ирттернине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Халĕ унта тупнă историшĕн хаклă экспонатсене Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче те курма пулать.
Пулин, курав кĕтесĕ пысăках та мар, вăл виçĕ витринăна тата сăнÿкерчĕксене пĕрлештерет, анчах та ун пĕлтерĕшĕ пирĕншĕн, вăрнарсемшĕн, питех пысăк. Вăл хамăр тăрăхра II-III ĕмĕрсенче мĕнле халăхсем пурăннине пĕлме май парать.
Ку археологи палăкне районти пĕр таврапĕлÿçĕ вăхăтра «уçнă» темелле. Мĕншĕн тесен авалхи масар вырăнĕнче «хура» шыравçăсем «ĕçленĕ», вĕсем истори палăкне тĕлли-паллисĕр çĕмĕрсе пĕтерме пултарнă. Вĕсем чавнă темиçе шурфа тилĕсем йышăннă. Пĕр йăвинчен чĕрчунсем темиçе япала чавса кăларнă, вăл шутра – япăхах мар сыхланса юлнă пусма татăкне те. Тĕпчевçĕсем кунашкал кашни тупрана шута илеççĕ.
Тĕрĕссипе, шыравçăсем палăртнă тăрăх, масар вырăнĕнче этем кĕлеткин, тумтир хатĕрĕсен тупнă пайĕсем пурте бронзăллă çакнă-тăхăннă япаласем. Хальлĕхе 42 виле вырăнне тĕпченĕ. Вĕсенче хĕрарăмсемпе ачасене кăна пытарнине палăртнă.
Курава уçнă май, Чăваш патшалăх наукăпа тĕпчев институчĕн кĕçĕн сотрудникĕ Николай Мясников ку масар çеç мар, нумай сийлĕ палăк пулнине пĕлтерчĕ. Кунта çынсем пĕрре кăна мар тĕрлĕ ĕçсем ирттернĕ. Пĕр çулхине акă бронза ĕмĕрĕн керамикин фрагментне тупнă, тепринче тимĕр ĕмĕрĕн малтанхи тапхăрĕн «йĕрне» палăртнă. Кунта хăй вăхăтĕнче мĕнле халăха пытарнине тĕпчевçĕсем çирĕплетсех каламаççĕ, анчах тумтирĕ, йăласен паллисем тăрăх авалхи ирçе культурипе çыхăнтараççĕ. Вĕсем тăрăхах ку халăх леш тĕнчери пурнăçа ĕненни те курăнать.
Музейра пĕтĕмпе 220 экспонат вырăн тупнă% тĕрлĕ виçеллĕ пăтă чÿлмекĕсем, эреш хатĕрĕсем, сулăсем... Вĕсемпе пĕрремĕш куннех Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулта вĕренекенсем тимлесех, пысăк кăсăклăхпа паллашрĕç.
Елена Шарипова директор, курав ун пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ, çак кунсенче ачасем класĕ-класĕпех килнине çирĕплетрĕ. Район çыннисем вара авалхи халăх культурипе май уйăхĕччен паллашма пултараççĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.