18 марта 2015 г.
Урни е шывран хăрани – сĕтпе ÿстерекен чĕрчунсен нерв системин вирус чирĕ. Енчен те йытта, е çынна урнă выльăх çыртсан вĕсене те çак чир ерет.
Пĕрремĕш тапхăрта выльăхăн аппетичĕ пĕтет, хăсăк тухать, варĕ хытать. Юлашки тапхăрта уйрăмах йытăсен агрессивлăхĕ ÿсет. Вĕсем çиме юрăхсăр япаласене – чулсене, çĕтĕк-çатăка тата ыттисене тиркемеççĕ. Çăвар мускулатурин параличĕ аталанать, янахĕ усăнса анать, куçĕсем чалăш пăхаççĕ, чĕлхи çăвартан тухса çакăнса тăрать. Шывпа çутăран хăракан пулать. Виççĕмĕш тапхăрта шалкăм пĕтĕм кĕлеткине çапнă пирки йытă вилет.
Чир 5–7 кунтан паллă пулма пултарать, хăш-пĕр чухне çулталăк таранах тăсăлать. Мăйракаллă шултра выльăхсен, сурăхсен, качакасен çак чир вăрахăн иртет пулсан, лашасемпе сыснасем хытă чăрсăрланаççĕ. Тискер чĕрчунсем çынран хăрама пăрахаççĕ, халăх пурăнакан вырăна та пырса явăçаççĕ. Ун чухне этеме те, килти выльăх-чĕрлĕхе те тапăнма пултараççĕ. Урнă чĕрчунсене кăкарнă пулсан вĕсем ирĕкленме талпăнаççĕ, чĕрнисемпе çĕре чавалаççĕ, стенасем çине çапăнаççĕ, ытти выльăхсене тапăнаççĕ.
Хальлĕхе инфекциллĕ чиртен сыватма эффективлă мелсем çук, çавăнпа та урнă выльăхсене вĕлерсе çунтарса яраççĕ.
Уртаракан чир ересрен профилактика ирттерни тата унпа кĕрешмелли мерăсене пăхăнни питĕ пысăк вырăн йышăнать. Инфекци «вучахĕсене» тупса палăртмалла тата тĕп тумалла. Уртаракан чир таврара сарăласран хуçасăр йытăсене тытассипе ятарлă бригадăсем йĕркелемелле. Çавăн пекех килти йытăсене тискер чĕрчунсемпе хутшăнасран кăкармалла. Йытăсемпе кушаксене ялсенче тата Вăрнар поселокĕнче мĕнле усрамалли пирки Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ хушу кăларнă, ăна пурин те пурнăçласа пымалла. Чăваш Республикинчи Госохотрыбслужби апрелĕн 16-мĕшĕччен тилĕсемпе кашкăрсене пăшалтан пеме ирĕк панă.
2014 çулта Катăш ялĕнче тилĕ, Вăрнар поселокĕнче кушак урнă чирпе чирлине тупса палăртнă.
Халĕ районта уртаракан чиртен йытăсемпе кушаксене прививка тума пуçланă.
Г.ИВАНИЧЕВ,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн
пуçлăхĕн çумĕ.